Пăхăр — элементсен периодикăллă системинчи хими элеменчĕ, атом номерĕ — 29, Cu (Cuprum) палăртăвĕпе кăтартаççĕ , хĕрлĕ-ылтăн тĕсĕллĕ (кĕлчечек тĕслĕ — йӳçĕк хуплисĕр чухне). Çемçе, куçăмлă металл, ĕлĕк-авалтанпах çын унпа усă курать.
Пăхăр çут çанталăкра пĕрлĕ хутăшсенче, çаплах хăй тĕллĕн шăраннă тĕслĕ те тупăнать. Пăхăр çăлкуçĕсем — çак минералсем: азурит Cu3(CO3)2(OH)2, малахит Cu2CO3(OH)2, халькопирит CuFeS2, борнит Cu5FeS4, ковелит CuS, халькоцит Cu2S тата куприт Cu2O.
Пăхăра чул тăприн чылайрахăшне уçăллă меслетпе тупăшлаççĕ. Тăпрари пăхăр шучĕ 0,4 — 1,0 % пулать.
Пӑхӑр çӳлти ӳсентӑрансемпе чӗрчунсемшӗн чи кирлӗ элемент шутланать. Йӗтен ҫинче пӑхӑр, тӗпрен илсен, церулоплазминпа йӑсӑрланать. Пӑхӑр пыршӑлӑхра тирпейленнĕ хыҫҫӑн альбумин пулӑшнипе пӗвер патне ҫитет.
Пӑхӑр питӗ нумай ферментре тӗл пулать, сӑмахран, цитохром-с-оксидазĕнче, пӑхӑрпа цинклă ферменлĕ суперйӳçĕк дисмутазĕнче тата молекулярлӑ йӳçамăша чĕрене çитерекен гемоцианин шурринче. Мĕнпур пуҫ-ураллисен, хырăм-ураллă моллюскăсен тата член-ураллă ытларахăш йышĕнче пӑхӑр юнра гемоцианина пăхăр ионĕн имидазоллă комплексĕ евĕр кĕрет. Çак роль ĕнтĕ порфирин комплексӗн аналогика комплексӗн (ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсен юнӗнче гемоглобин белок белок белокӗн) рольне кӗрет.
Пӑхӑрпа цинк этемĕн апат-ҫимӗҫ ирĕлтерес ӗҫре конкуренциллĕ шутланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та çимĕçре ҫак элементсенчен пӗри ытлашши пулни тепӗр элеменчĕ ҫитменнине пĕлтерет. Мăн çынна кунне 0,9 миллиграм пӑхӑр кирлĕ.
Хондро- тата остебастсенче пӑхӑр шучĕ чаксан, фермент системисен хастарлӑхӗ ӳкет, шурри ылмашӑвӗ вӑрахланать, ҫавна пула шӑмӑ тӗртӗмӗ ӳснĕ чухне пăсăк пулать[2].
Пӑхӑрӑн хӑш-пӗр пĕрлешнисем апат-ҫимӗҫпе шывра ытларах пулсан, токсикоз сиксе тухать. Ӗҫме шывра пӑхӑр шучĕ 1 мг/л (СанПиН 2.14.1074-01) ытла пулмалла мар, çаплах та ӗҫмелли шывра пӑхӑр ҫитменни те япăх. Тӗнчери сывлӑха сыхлакан организаци (ТСО) 1998 ҫулта ҫак йĕркелӳше ҫапла палăртнă: "Этем сывлӑхӗшĕн организмра пӑхӑр ҫитменни ытлашшинчен темиçе хутчен хăрушлăрах".
2003 ҫулта питĕ çивĕч тĕпченĕ хыççăн, ТСО малтанхи хаклавне ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Апата ирĕлтерекен тракта пӑхăр пăсма пултараймасть, тенĕ[3].
Гепатоцеребраллӑ дистрофипе (Вильсон — Коновалов чирӗ) чирлесен организмра пӑхӑр пухăнса пырать тесе хӑранӑ — пӗвер ăна уйăрса вата куçармасть. Ҫак чир пуҫ мимине, пӗвере çĕмĕрет. Анчах та чирсем сиксе тухни пӑхӑра шала йышӑннипе ҫыхӑннă тесе çирĕплетсе калайман-ха. Çак чир апат-ҫимӗҫре тата шывра пӑхӑр шучĕ ӳснипе хăшпĕр çынсене ытлашши сисĕмлĕ пулнине палӑрнӑ.
Пăхăр ионĕсем шыва вичкĕн "металл тутине" параççĕ. Тĕрлĕ çынсен шыври пăхăра туясси 1-10 мг/л майлă шутланать. Этем ытлашши пăхăра çакнашкал палăртма пултарни пăхăра нумай çăтасран хăтарать.
Мĕнпур тĕнчере пăхăра 2000 çулта 15 млн. яхăн т., 2004 çулта — 14 млн. яхăн т. тупăшланă[4][5]. Тĕнчери янтă пурлăх 2000 çул тĕлне, экспертсен хаклавĕпе, 954 млн. т., вĕсенчен 687 млн. т. çирĕплетсе пĕлтернисем, шутланнă [4], Раççей шайне 3.2% пĕрлехи тата 3.1% çирĕплетнĕ тĕнче янттисем кĕнĕ [4]. Çапла, хальхи пек усă курсан, пăхăр 60 çулллăха çитет.
Рафинăланă пăхăра Раççейре 2006 çулта 1,009 пин тоннă туса кăларнă, 714 пин тоннăна ĕçе кĕртнĕ[6].
2008 ҫулхи кăрлачра, историре пӗрремӗш хут, Лондонри металсен биржинче тоннăшӑн 8000 доллар ытла пулнă. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тонна хакӗ 8940 доллар таран ӳснӗ, ҫакӑ вара 1979 ҫултанпа пӗтӗмĕшле рекорд пулса тӑнӗ — ЛМБ лапамĕнче суту-илӳ тума тытӑннӑранпа. 2011 ҫулхи нарăсра 10,2 пин доллара ҫитнӗ.
2011 ҫулта 1 тонна пӑхӑр хакӗ 8900 доллар пулнӑ. Тӗнчери экономика кризисне пула чӗртаварӗн тӗрлӗ тӗсӗсен хакӗ чакнӑ, вара 1 тонна пӑхӑр 1016 çулхи авăнра 4700 доллартан кая пулман.
^Минпромэнерго РФ, "Стратегия развития металлургической промышленности Российской Федерации на период до 2015 года" [1] 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.