Ват
Ват (лат. bilis, ав.гр. χολή) — сарă, хăмăртарах е симĕстерех тĕслĕ, питĕ йӳçĕскер, хăйне евĕр шăршăллă, пĕвертен тухакан, ват хăмпинче пухăнакан шĕвек.
Пĕрлехи хыпарсем
Ват секрецине гепатоцитсем — пĕвер клеткисем — тăваççĕ. Ват пĕверти ват çулĕсенче пухăнать, унтан вара, пĕрлехи ват юххипе ват хăмпине тата вуникхутлă пыршăна çитсе апата ирĕлтерекен процессене хутшăнать.
| Параметрсем | Пĕвер вачĕ | Хăмпă вачĕ |
|---|---|---|
| Йӳсеклĕх, pH | 7,3 — 8,2 | 6,5 — 6,8 |
| Уделлĕ массă | 1,01 — 1,02 | 1,02 — 1,048 |
| Типсе юлни, г/л | 26,0 | 133,5 |
| Шыв, % | 95 — 97 | 80 — 86 |
Çав. пекех
Вуламалли
Ӑнлантарусем
- ^ Коротько Г. Ф. Физиология системы пищеварения. — Краснодар: 2009. — 608 с. Изд-во ООО БК «Группа Б». ISBN 5-93730-021-1.
Каçăсем
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.