Моль масси

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Моль масси — молекула массипе тата танлаштаруллă молекула массипе тан. Анчах та моль масси тата молекула масси хушшинчи уйрăмлăха лайăх туйса тăрас пулать, мĕншĕн тесен хисеп тĕлĕшĕнчи танлăх пирки çеç сăмах пырать, капсен хаписем вара тĕрлĕрен[1].

Кăткăс молекулăсен моль массине компонентсен моль массисене пĕрле хушса тупма пулать. Сăмахран, шывăн, , моль масси çапла пулать

Тепĕр тĕслĕх, элемент пек пăхсан, йӳçамăшĕн моль масси г/моль, анчах та ăна икĕ молекулăран тăракан ансат япалалăх пек пăхсан, г/моль.

Пĕрчĕсен тĕнчери тытăмĕнче (СИ) моль массин пĕрчи — килограмма моль çине пайлани (кĕскен: кг/моль; тĕнчере: kg/mol), çав вăхăтрах, моль масси г/моль пек палăрăннине кура, унăн хисеп тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшĕ танлаштаруллă моль массипе таннипе, чылай чухне моль массине г/моль пек кăтартаççĕ.

Формулăсенче час-часах ун валли паллăпа усă кураççĕ.

Вуламалли

Глинка Н. Л. Общая химия: Учеб. пособие для вузов /Под ред. А. И. Ермакова. — 30-е изд., испр. — М.: ИНТЕГРАЛ-ПРЕСС, 2005. — 728 с.: ил. — ISBN 5-89602-017-1.

Асăрхавсем

  1. ^ Дерябина Г. И., Кантария Г. В. 2.2. Моль, молярная масса. Органическая химия: веб-учебник. çăлкуçран архивланă 29 Утӑ уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 26 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017.