Электрон

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Шаблон:Элементарлă пĕрчи

Электрон (e, e-) — тăнăçлă атăмĕн электронлă пĕлĕтлĕхĕ тытăнса тăрать. Электронсен куçăнăвĕнчен нумай электропулăмсем пулаççĕ, çавсем хушшинче металсенчи тата вакуумри электроюхăм. Электронăн авăрĕ пайланманлă −1,60217653(14)•10−19 Кл (е 4,803×10−10 СГСЭ виçе СГС системинче). Çак электро авăр виçипе ытти элементарлă пĕрчĕксен авăрĕсене (вĕсен авăрĕ çуклă мар) палăртаççĕ. Электронăн лăпкăлăх йывăрăшĕ 9,1093826(16)•10−31 кг танлашать.

Элементарлă пĕрчĕсен физикин хальхи курăнăвĕсемпе, электрон пайланман тата вар тытăмĕсĕр (минимум 10−17 см таран). Электрон тӳлек, электромагнитлă тата гравитациллĕ ĕç-пуçсене хутшăнать. Вăл лептон ушкăнне кĕрет, (хăйĕн антипĕрчипе, позитронпа, пĕрле) авăрлă лептонсенчен çăмăллискер пулать. Нейтринона уçса йывăрăшне виçиччен электрон йывăр пĕрчĕсенчен чи çăмăлли шутланнă — унăн йывăрăшĕ 1836 хут Спин ½ тан, çак йĕрпе вăл Дирак танлаштарăвĕн тупсăмĕ). Çак пулăмри çуклă авăрлă электрона негатрон, пурлă авăрлине — позитрон тесе палăртаççĕ.

Кристаллăн Периодикăллă потенциалĕнче электрона эффективлă йывăрăшĕ электронăн тăнăçри йывăрăшĕнчен уйрăлса тăрать.

Атомĕнче миçе протон (+) çавăн чухлĕ электрон (-). Электронĕ протонĕнчен нумайрах (+), сахалрах (-) пулсан ион пулса тăрать.

Электронăн этимологийĕ тата ăна тĕпчесе уçни

«Электрон» термин ήλεκτρον («янтарь») грек сăмахĕнчен тухать. Авалхи Грецире çут тĕнче тĕпчевçисем янтарь пĕлевне çăмпа сĕркеленĕ, çакăн хыççăн ун çумне пĕчĕк япаласене туртăнма тытăннă. «Электрон» термина усă курма Джордж Джонстон Стоуни Дж. Дж. Томсон, вăл катод пайăркисемшĕн авăрне йывăрăшĕ çине пайлани çăлкуç материалĕнчен килменнине кăтартать. (Электрона тĕпчесе уçни вулăр).

Усă курни

Электрон тата Çут тĕнче

Вуламалли

  • Электронăн паллă пахалăвĕсене Particle Data Group [1]çинче тĕплĕн йĕркеленĕ.

Çав. пекех

  • Фотоэлектронлă хутлакан
  • Электронлă литографи
  • Электронлă лампа
  • Позитрон