Адрон

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Адрон (Л. Б. Окунь сĕнĕвĕпе йышăннă) — класс элементарлă пĕрчĕксен класне кĕрет, Хăватлă пĕр-пĕринпе ĕç-пуçĕн йĕркисене пăхăнать тата чăн элементарлă пĕрчĕк вырăнне лармасть. Адронсем кварк шучĕсемпе икĕ пысăк пая уйрăлаççĕ:

  • мезонсем — пĕр антикваркран тытăнса тăраççĕ,
  • тĕслĕ виçĕ кваркран тытăнса тăрать.

Йĕри-таврари курăнакан япала барионсенчен — тĕшшине тытăм паракан протонсемпе нейтронсем пулаççĕ.

Мезонсем шутне пионсем (π-мезонсем), каонсем (K-мезонсем) тата ытти йывăр пĕрчĕксем.

Малтан «мезон» палăрту «вăтам йывăррине» пĕлтернĕ, çавăнпа ĕнтĕ мезонсен ĕретне мюонсене те (μ-мезонсем) кĕртнĕ. Халĕ мюон адрон маррине, вăл лептон класĕнчине пулнине çирĕплетнĕ, çапла вара ăна μ-мезон тесе калани тĕрĕс мар тенĕ.

Юлашки вăхăтра экзотикă адронĕсене тĕпчесе тупнă; вĕсем вăйлă хутшăнуллă пĕрчĕксем шутланаççĕ, анчах та вĕсем адронсене кварк-антикварк е виçĕ кварк классификации теорин йĕркине вырнаçаймаççĕ. Хăшпĕр адронсем экзотикăлăх пирки ăслăлăх тĕплĕн кăтартаймасть.

Экзотикăллă адронсем çапла пайланаççĕ:

  • Экзотикăллă барионсем, сăмахран пентакварксем, сахалтан та, 4 кваркпа 1 антикварк шучĕллĕ.
  • Экзотикăллă мезонсем, (адрон молекулисем, глюболсем тата гибридлă мезонсем).

Гиперонсем те барионсем шутланаççĕ, вĕсем— элементарлă пĕрчĕксене хăвăртлатаканра çуралакан йывăртарах та тăнăç мар пĕрчĕксем.

Вуламалли

  • Jean Letessier, Johann Rafelski, T. Ericson, P. Y. Landshoff. Hadrons and Quark-Gluon Plasma. — Cambridge University Press, 2002. — 415 p. — ISBN 9780511037276.

Каçăсем

  • Адроны в Физической энциклопедии