Хасар чĕлхи

Хасар чĕлхи, — хасар халăхĕн чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисен хунн-пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку чĕлхе материалĕ сахал сыхланса юлнă.

Тексчĕсене тупайман. Хасарсен виçĕ литературă ĕçĕ пирки хыпар пулнă. Вĕсене иуда тĕнне тытса пынă хасар элити авалхи еврей чĕлхипе çырнă.

Хасарсем хăйсем тĕрĕк рунă çырулăхĕн пĕр тĕсĕпе усă курнă, унăн çырăвĕсем уйрăм эпиграфи çырнисем упранса юлнă, анчах та унăн шифр уççине тупайман.

Ют чĕлхери çыру çăлкуçĕсенче (чи малтанах арап тата висанти) 60 яхăн хасар пайăр ят тата темиçе тавра ят тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче уйрăм япала ячĕсем, тĕслĕхрен, bulan — «пăлан», čiček — «чечек», паллă ячĕсем: alp — «улăп», тĕссене палăртни: sār — «шурă», sārïg — «сарă» тата урăх. Иудей мар ячĕ-титулĕ — тĕрĕк.

Хальхи чĕлхесенчен хасар чĕлхине чи çывăххи — чăваш чĕлхи.

Хасар чĕлхин сĕмĕ тĕрĕк чĕлхисенче (караим[1], крымчак[2], карачай-балкар[3] тата кумык[4], çаплах азербайджан чĕлхин çурçĕр диалекчĕсенче [5]) сисĕнет.

undefined

Вуламалли

Каçăсем

  1. ^ Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Хазария»
  2. ^ Кизилов М. Б. КРЫМЧАКИ // Большая российская энциклопедия. Электронная версия (2016); https://bigenc.ru/ethnology/text/2638538 2019 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Глашев. А. А. Очерки истории хазар. — М., 2009; см. библиотеку Института тюркологии в Москве: www.turkologia.ru. Каракетов М. Дж. Хазарско-иудейское наследие в традиционной культуре карачаевцев 2021 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. Алиев К. О влиянии хазарских евреев на этнос и культуру кумыков 2020 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Минорский В. Ф. История Ширвана и Дербенда X—XI вв. — М.: Издательство Восточной литературы, 1963. — C. 145. Баскаков Н. А. Введение в изучение тюркских языков. — М.: Высшая школа, 1969 — С. 255. Лавров Л. И. Историко-этнографические очерки Кавказа. — Л.: Наука, 1978. — C. 37—38. Фёдоров-Гусейнов Г. С. История происхождения кумыков. — Махачкала, 1996. — С. 18.
  5. ^ Н. З. Гаджиева. ХАЗА́РСКИЙ ЯЗЫ́К. Большая российская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем