Кăпчак чĕлхи
Кăпча́к чĕлхи — кăпчаксен чĕлхи (кайран вăл чĕлхерен ытти хăшпĕр тĕрĕк чĕлхисем пулса кайнă). Тӗрӗк чӗлхисем йышне кĕрет. Еврази регионĕсенче Дешт-и-Кыпчак пĕрлехи ячĕпе паллă пулса сарăлнă. XIII ĕмĕртенпе Ылтăн Уртара этноссем хушшинчи хутшăнмалли чĕлхе шутланнă; каярах крым-тутар, тутар, пушкăрт, казах, карачай-балкар, кумык, нухай, каракалпак тата урăх хăшпĕр чĕлхесен никĕсне кĕнĕ. Кăпчакла Вăтам ĕмĕрсенче Египетри тыткăна лекнĕ кăпчаксен нĕселĕсем мамлюксем калаçнă.
Пĕрлехи хыпарсем
Çаплах тухăç кăпчак пуплевĕн тĕсĕ те пулнă, вăл кăпчак тата авалхи кăркăс (ениçей-кăркăс) йăхĕсем хушăннине пула IX ĕмĕрте уйрăм чĕлхене чăмăртаннă. Тухăç кăпчак чĕлхи майĕпен кăнтăр алтай (XI—XIV ĕм.), ферган-капчак тата кăркăс чĕлхисем (XV ĕмĕртенпе.) пайланса кайнă.
Юлнă анăç кăпчак ареалĕ ерпен атăл-кăпчак (XIII ĕмĕрчен), половец-кăпчак (XI—XIII ĕм.) тата нухай-капчак (XIV—XVI ĕм.) пайланнă.
Кăпчаксен анăç туратĕнчи пуплевĕн никĕсĕпе XIV ĕмĕрте (1303 ç.) çырулăхăн паллă палăкне — Кодекс-Куманикус — пуçтарса хатĕрленĕ.