Кодекс-Куманикус
Ӳкерчĕк:Codex Cumanicus 001.jpg
Кодекс-Куманикусăн пĕр страници
Кодекс-Куманикус (лат. Codex Cumanicus, «Кăпчак чĕлхисен сăмахсарĕ») — кăпчак чĕлхин палăкĕ (1303), сыхланса юлнă пĕртен-пĕр экземплярĕ Италире, Венецири Сăваплă Марк соборĕн кĕнекесарĕнче упранать.
Кунта "Куман" тени "Кăпчак" тенине пĕлтерет, мĕншĕн тесен Европара шăпах çапла каланă вăл вăхăтра. Вăтам ĕмĕрсенчи Руçра та çапла каланă хăш чухне, çапах та унта ытларах половцы ятпа паллă пулнă.
Сăмахсара ăсталанă вăхăтра тата вырăнта (Крым) кăпчаксем хăйсен чĕлхине чăннипе ĕнтĕ тутар чĕлхи тени курăнать.
Вуламалли
- Гаркавец А. Кодекс Куманикус: Половецкие молитвы, гимны и загадки XIII—XIV вв. — Москва, 2006. — 89 с.
- Абибуллаева, С.. "Кодекс Куманикус" - памятник тюркских языков конца XIII-начала XIV веков, Культура народов Причерноморья (2006), pp. 9–11. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- CODEX CUMANICUS – Encyclopaedia Iranica. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
Асăрхавсем
Каçăсем
- Тема: «Кодекс куманикус»( ӗҫлемен каҫӑ) Чăваш халăх сайтĕнчи "Кивĕ форумран".