И çырăвĕ (носу çырăвĕ, çаплах Cuan цвен е Wei вей) — çырнă чух и (носу) чĕлхипе усă куракан çыру йĕрки, СычуаньпаЮньнанькитай провинцисенче анлă сарăлнă.
Классика и çырулăхĕ — 8000-10000 символĕнчен тытăнса тăракан логограмма.
Функциллĕ вăл китай иероглифики пекех, анчах та ĕлкипе çак çырулăхсем кашни хăй пулнă, пĕр-пĕринпе çыхăнман, пулас. Классика çырулăхĕн кун-çулĕ 500-çул шутланать, çапах, татах аслăрах, пулас. Параллельлĕ çырăвăн регионри темиçе тĕсĕ пулнă, пĕр символа çырасси хĕрĕхе çитме пултарать (тĕслĕхрен, «хырăмлăх» сăмах валли).
Хальхи и (ꆈꌠꁱꂷ nuosu bburma[nɔ̄sū bʙ̝̄mā] çырулăхĕ — 1974 çулта вырăнти классика никĕсĕпе туса хатĕрленĕ «носу çырулăхĕ») сыпăклă çырулăхăн виçи, китай влаçĕсем ăна 1980 çулта и чĕлхин официаллă статусне панă. Çырулăха ляньшань диалект фонетикин никĕсĕпе тунă, унăн шутне 756 тĕп символ, çаплах, китай чĕлхинче усă курнă кивçен 63 паллă кĕрет.
Сыпăк çырăвĕнче уйрăм уçă сасăсемшĕн 43 хупă сасă тата 8 уçă сасă йышĕллĕ «хупă-уçă сасă» тĕслĕ сыпăк паллисем пур. Сыпăксене виçĕ тонпа калама пултараççĕ, унсăр пуçне, вăтам тонлă икĕ «чĕтренекен» уçă сасă пур. Пур сасăсене те пĕрле хутăштарма пулаймасть.
Ляншань диалекчĕнче тăваттă тон (урăх диалекчĕсенче — нумайрах), виçĕ тонăн (çӳллĕ, вăтам тата хулăм) çеç уйрăм символĕ пур. Тăваттăмĕш тонĕ (хăпараканĕ) вăтам тонра тăракан сăмаха вĕçлевленĕ чухне пулать, çавăнпа ăна диакритика паллиллĕ (йĕрке çинчи пĕкĕ) вăтам тон символĕ евĕр палăртаççĕ. Эхер те çак диактрика паллине шута илсен, и çырăвĕпе 1165 сыпăка çырма пулать.
Носу чĕлхин хупă сасăсен системине хупă (смычными ?), преназализăланă, сăмсаллă хупă, хупă фрикациллĕ тата янраллă фрикациллĕ хупă сасăсем кĕреççĕ. hl, l сасăсем латеральлĕ пулаççĕ, hx[h] вуланать. V, w, ss, r тата y янраллă тата фрикациллĕ шутланаççĕ. Янра тата аффрикатлă, янравланине икĕ сасă паллипе палăртаççĕ.
Гачек (ĕ и т. д.) над гласной в среднем или вибрирующем тоне показывает восходящий тон и происходит из обозначения восходящего тона в современном слоговом письме и