Долган чĕлхи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Долган чĕлхи
Тăван ячĕ: Долган тыла, һака тыла
Патшалăхсем: РФ
Регионсем: Красноярск Енĕн Таймыр районĕ
Калаçакансен пур йышĕ: 1054 (2010, çырав)[1]
Статус: тăнăç мар
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай чĕлхисем (тавлашуллă)
Тĕрĕк турачĕ
Якут ушкăнĕ
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: dlg
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Долга́н чĕлхи — долган халăхĕн чĕлхи, Таймыр (Долган-Ненец) муниципаллă районĕн кăнтăр тата кăнтăр-тухăç енĕсенче (малтанхи Дудинка тата Хатанга районĕсем), çаплах Анабар улусĕнче сарăлнă. Калаçакансен йышĕ — 1 пине яхăн çын (çырав, 2010).

Этимологи

Якут пĕр йăхĕн — Долган этносĕнсен — тăван чĕлхи.

Классификаци ыйтăвĕсем

Тĕрĕк чĕлхисен шутне кĕрет. Лингвистика енчен çивĕчрех тишкерсен, якут чĕлхин диалекчĕ пулать, çапах та уйрăм тата эвенк чĕлхи сĕмĕ айĕнче аталанса пурăннă хыççăн чĕлхе статусне панă.

Лингвогеографи / Хальхи лару-тăру

Ареал тата çырулăх

2010 çулхи халăх çыравĕпе долган чĕлхипе 1054 çын калаçаççĕ. Вĕсенчен 793 çын Красноярск Енĕнче, 96 — Якутире пурăнаççĕ[2].

Диалектсем

Норильск, пясин, авам, хатанга тата попигай пуплевĕсене палăртаççĕ.

Çырулăх

1933 çулта якут чĕлхипе букварь пичетленĕ. 1961 çулта кĕске долган тексчĕсене «Советский Таймыр» хаçатра пичетленĕ. 1973 çулта долган чĕлхипе пĕрремĕш кĕнекене — Огдо Аксёнова саввисен пухмачне кăларнă. Çак кăларăмра вырăс алфавичĕпе тата хушма сасă паллисемпе Дь дь, Һ һ, Ҥ ҥ, Нь нь, Ө ө, Ү ү усă курнă. 1984 çулта пĕрремĕш долган букварĕ кун çути курнă.

Долган пĕрремĕш алфавичĕ: А а, Б б, В в, Г г, Д д, Дь дь, Е е, Ё ё, Ж ж, З з, И и, Иэ иэ, Й й, К к, Л л, М м, Н н, Ӈ ӈ, Ӈь ӈь, О о, Ө ө, П п, Р р, С с, Т т, У у, Уо уо, Ү ү, Үө үө, Ф ф, Х х, Һ һ, Ц ц, Ч ч, Ш ш, Щ щ, Ъ ъ, Ы ы, Ыа ыа, Ь ь, Э э, Ю ю, Я я[3].

Хальхи долган алфавичĕ[4]

А а Б б В в Г г Д д Е е Ё ё Ж ж
З з И и Й й К к Һ һ Л л М м Н н
Ӈ ӈ О о Ө ө П п Р р С с Т т У у
Ү ү Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ
Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

«Таймыр» хаçатра долган чĕлхипе материалсем тухкалаççĕ.

Лингвистика характеристики

Асăрхавсем

  1. ^ Перепись-2010
  2. ^ Владение языками населением коренных малочисленных народов РФ по отдельным субъектам 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Аксенова О. Е. . — Красноярск: Красноярское кн. изд-во. — 16 с.
  4. ^ Аксенова Е. Е. Букварь. СПб, 2001
Wikimedia Incubator
Wikimedia Инкубаторĕнче долганла Википедийĕ тест-уйрăмĕ пур.

Литература

  • Андросова С. И.: Долганский язык // Языки мира. Тюркские языки. М, 1997.
  • Убрятова Е. И.: О языке долган // Языки и фольклор народов сибирского Севера. М.; Л., 1966;
  • Убрятова Е. И.: Язык норильских долган. Новосиб., 1985;
  • Stachowski M.: Dolganischer Wortschatz. Krakow, 1993;
  • Stachowski M.: Dolganischer Wortschatz. Supplementband, Kraków 1998;
  • Stachowski M.: Dolganische Wortbildung, Kraków 1997.

Категория:Тĕрĕк чĕлхисем