Коканд
Коканд | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Узбекситан |
---|---|
Регион: | Ферган вилоячĕ |
Никĕсленĕ: | тахçанах |
Хула, çултан: | 1732 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 145 (1994) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 40°31′43″ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 70°56′33" х.т.д. |
Коканд (узбек. Qo'qon) — Фергана айлăмĕн кăнтăр-хĕвеланăç енĕнче вырнаçнă. Çын шучĕ 180 пинпе танлашать. Хула Ферган вилоятне кĕрет.
Коканд Андижана çити 115 çухрăм каймалла, Ферган хуличен — 88 çухрăм.
Истори
Коканд X ĕмĕртен пуçласа, вăл вăхăтра Кавакенд ятлă паллă пулнă. Хула Индипе Китай хушшинчи караван çулĕ çинче ларнă пулнă. XII ĕмĕрте хулана монголсем аркатса хăварнă.
1571-1626 çулсенче Коканд хули Бухара эмиратне кĕнĕ, 1709 çулта эмирата пăхăнма пăрахнă.
Хальхи хула Коканд ханстви пĕтĕм Ферган айлăмне çĕнтерсе илнĕ. Коканд ханствин çĕрĕсем чи анлă сарăлнă. Ку вăхăтра Кăнтăр Казахстан тата Киргизи çĕрĕсене çĕнтерсе илнĕ. Коканд ку вăхăтра Фергана регионĕн тĕнĕн тĕп вырăне пулнă. Хулара 300 мечет ытла пулнă.
Скобелев ертсе пыракан вырăс çарĕсен çĕнтерсе илнĕ. Ханствона пĕтернĕ те хула Раççей Империне кĕрнĕ. 1917-1918 çулсенче хула Коканд автономиĕн тĕп хули пулнă.