Гагра

Гагра
Хула гербĕ
Coat of arms of Gagra.svg
Патшалăх: Грузи
Регион: Абхази
Никĕсленĕ: 1308
Хула, çултан: 1932
Халăх йышĕ, пин çын: 11 959 (2021)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 43°19′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 40°15′ х.т.д.

Гагра, Га́гры[1] (абх. Гагра, груз. გაგრა) — Грузин Хура тинĕс хĕрринчи курорт хули.

Тавралăхĕ

undefined

Гагра — ăшă та йăмăх сăрăллă Грузи курорчĕ, Сочин аэропортĕнчен 36 çм тухăçалла тӳлеклĕ бухтă хĕрринче вырнаçнă. Тусен хӳтлĕхĕпе кунта хăй евĕр микроклимат, ăшă тинĕс сывлăшĕ — чуна ытамлать. Ту хушăкĕсемпе вĕрекен çилсем хулари сывлăша уçăлтарсах тăраççĕ. Хулара темиçе юханшыв — Жоэквара, Гагрыпш, Аныхамца, Репруа. Анăçалла тата кăнтăр-тухăçалла Пицунда хырлăхĕ хӳхенсе ӳсет.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

Халăх йышĕ — 11 959 çын (2021).

Климат

Кунта Вăтаçĕр тинĕс субтропик климачĕ хуçаланать. Гагра — Хура тинĕс çыранĕнчи чи ăшă та типĕ вырăн. Çулталăкри вăтам температура +17 °C, хĕлле ăшă та çемçе — вăтам температура +11 °C. Çулла типĕ те шăрăх (+35°С — +38 °C). Çулталăкра 1300 мм таран нӳрĕк ӳкет. Шыва кĕмелли сезон çу уйăхĕнче тапранать те чӳк уйăхĕнче тин вĕçленет. Тинĕсри шыв 27—29°С таран ăшăнать.

Кун-çулĕ

Пирĕн эрăччен I ĕмĕрте грек сутăçĕсем Триглиф факторине туса хураççĕ. Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Рим империн пăхăнăвне кĕрсе ӳкет. II ĕмĕрте Нитика карманĕ пулса тăрать. Каярах, IV—V ĕмĕрсенче, çак вырăнта Аббата абхаз карманне никĕс хураççĕ, унăн ишĕлчĕкĕсем халиччен те выртаççĕ.

XIV ӗмӗрте кунта генуйсем çитеççĕ, сутă-илӳ факторине никĕслеççĕ. Пьетро Висконти 1308 çулта хатĕрленĕ карттă çинче ăна «Хакара» тенĕ.

XVI ӗмӗрте генуйсене турккăсем хăваласа яраççĕ.

Абхазие Раççей çумне официаллă 1810 çулта хушнă пулин те, Гагра империн сĕм сферинче пулман. 1830 çулта кăна Сухум-Калерен генерал-майор Гессе çарпуçлăхĕпе гарнизон янă, вăл «Абаата» кармана туртса илет те унăн хӳтлĕх çурт-йĕрне çирĕплетме тытăнать. Крым вăрçи пуçлансан карман хӳтлĕхне пăрахăçлаççĕ.

Çак чаплă кану вырăнне Ольденбургский тиккĕ (Николай II-ĕн тăванĕ) никĕсленĕ.

Ӳкерчĕк:Gagra.jpg
Гагра хули. Тинĕс енчен

Тинĕс хĕрринче кермен, шыв сиплев сывлăх çурчĕсем, виллăсем, чаплă çуртсем, вăйă çурчĕсем, меллĕ калаçу кĕтесĕсем туса лартнă. Швейцаринчен «Гагрипш» ятлă хăна çурчĕпе ресторана куçарса килнĕ, «Альп Гагри» патне çул тунă, тинĕс хĕрринче парк тума тытăннă. Тиккĕ Гагрăран чаплă та пуян курорт тăвас тенĕ, Раççейрен ют çĕршыв курорчĕсене юхса каякан ылтăн пурлăхсене чакарас шутпа ĕçленĕ, вырăс Монте-Карлине тума тăрăшнă.

undefined

Çак кун курортăн çуралнă кунĕ шутланать. Тинĕс хĕрринче парк уçнă, унта агава, пальма, лимон тата апельсин йывăçне, кипарис лартнă. Паянкунхи Гагрăра паллă парк, ресторан çурчĕ «Гагрипш», тата Ольденбургский тиккĕ керменĕ, колоннада пур. 1911 çулта Гагрăна пĕрремĕш çулçӳревсĕсем Германирен килнĕ.

1912 çулхи ҫу, 17 Гагрăна Николай II император килсе курнă.

1992—1993 çулсенчи грузин-абхаз хирĕçĕвĕнче хулара çапăçусем пынă.

Халĕ, вăрçă вĕçленсен, хула хăйĕн вырăнне туйса çулçӳрев усламне аталантарать. Чылай пайăр хăна çуртне тăваççĕ, вăхăта канăçлă ирттермелли çурт нумайланать. Курортăн чи паха сезонĕ — утă, çурла тата авăн уйăхĕсем.

Культура тата спорт

Гагра ӳнерте

Паллă вырăнсем

Галерейă

Çавăн пекех

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ «Словарь современных географических названий»( ӗҫлемен каҫӑ) кĕнекепе килĕшӳллĕ икĕ ячĕ те анлă саралнă

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Темӑпа ҫыхӑннисем