Очамчыра районĕ
Район тытамĕ, халăх йышĕ
Пысăк пурăну вырăнĕсем: Очамчира, Моква. 2003 çулта 24.629 çын пурăннă (1989 çулта 75.338 çын). Этнос йышĕпе: абхазсем — 76,1 %, грузинсем — 9,2 %, эрменсем — 8,8 %, вырăссем — 3,8 %.
1994 çулта Очамчыра районĕнчи Агубедиапа Ткуарчал ялсене çĕнĕрен туса хунă Ткуарчал районне кĕртнĕ, Очамчыра районне Гал район Ачгуара, Шашалат тата Гудава ялĕсене хушнă.
Района 3 эрмен тата 3 мегрел ялĕ кĕрет, ыттии ялĕсенче чылайăшпе абхаз халăхĕ пурнать. Грузин-абхаз вăрçиччен абхазпа грузин халăхĕн йышĕ пĕр танах пулнă. ЯлсенеКодор ту хысакĕнчен кăнтăралла тӳрем тата ту çумĕнчи ярăмра туса лартнă.
Тавралăхĕ
Очамчыр районĕ историллĕ Абжуа облаçĕнче вырнаçнă, кунта абжу абхазĕсем пурăнаççĕ, вĕсем абхаз чĕлхин абжу диалекчĕпе пуплеççĕ.
Вуламалли
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |