Пицунда
| Пицунда | |
| Хула гербĕ | |
| Патшалăх: | Грузи |
|---|---|
| Регион: | Абхази |
| Никĕсленĕ: | |
| Хула, çултан: | 1963 |
| Халăх йышĕ, пин çын: | 4088 (2020) |
| Хула лаптăкĕ: | км2 |
| Геогр. анлăхĕ: | 43°10′ ç.ш. |
| Геогр. вăрăмлăхĕ: | 40°20′ х.т.д. |
Пицу́нда (абх. Пиҵунда, груз. ბიჭვინთა) — Абхазири курорт, хăйĕн пек ятлă сăмсах çинче вырнаçнă. Гагра хулинчен 25 çухрăмра ларать.
Тавралăхĕ
Пицунда сăмсахĕпе Лдзаа çывăхĕнчи Хура тинĕсри шыв чи таса, витĕр курăнакан шутланать. Çуллахи шăрăх кунсенче тинĕс енчи вĕт хумсемпе хырпа чăрăш аллейисем Пицундăра сулхăн тытаççĕ. Хырпа чăрăш лаптăкĕсем 200 га ытла, 27 пине яхăн (штук) йывăç ӳсет. Юнашарах самшит вăрманĕ пур.
Халăхĕ
Кун-çулĕ
Авалхи ĕмĕрсенче ку вырăнта грексем Питиунт ятлă хула никĕсленĕ, Греципе, Римпа, Византипе сутă-илӳ ĕçĕсене тытса тăнă. Пирĕн эрăччен II ĕмĕрте грек историкĕсем ăна «Мăн Питиунт» ятпа чĕннĕ. Хула-керменĕн хӳтĕлĕв карти-çурчĕсем пулнă. Археологсем кунта шыв пăрăхĕсем тата канализаци пăрăхĕсем тупнă. XIII ĕмĕрте Генуй факторине никĕсленĕ. Пицунда чиркĕвĕнче органпа фортепиано каçĕсене иртереççĕ — ку вырăнта сасăсемпе кĕвĕсем ытарайми илемлĕ янăраççĕ.
Пицундăри пĕрремĕш пурăну вырăнĕсем пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте йĕркеленнĕ, грексем сăмсахра авалхи хула-порт Питиунт (грек Πιτυοῦς) никĕсленĕ. Пирĕн эрăччен II ĕмĕрĕн вĕçĕнче — пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче вăл Понти патшалахĕ шутне кĕнĕ.
Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа Пицундăра рим карманĕ пулнă, IV ĕмĕртенпе кунта Арамаçири христианлăхăн тĕпĕ пулнă. 404 çулта Пицундăна пыракан çул çинче Кустантин архиепископĕ таса Иоанн Златоуст вилсе каять. Пицунда собор алтарĕн айĕнче ăна валли тупăк вырăнне тунă, унта Кустантине илсе кайиччен шăмă-тир кĕлетки упраннă.
780-мĕш çç. Питиунт Абхази патшалăхне, X ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Грузие кĕрет.
XIV—XV ĕмĕрсенче кунта генуй факторийĕ Пецо́нда (итал. Pezonda) ĕçленĕ.
XVII—XVIII ӗмӗрсенче Пицунда Усман империне пăхăнса тăнă, XIX ӗмӗрĕн пуçламăшĕнчен Грузипе пĕрле Раççей империне хушăнать.
1950-мĕш çç. çĕр чавнă ĕçсенче чиркӳ каяшне (çав шутра IV—V ĕмĕрти мозаикăллă урай базиликине), карман тата пурăну çурчĕсене, мунча тупнă.
Климат
Кану
СССР аркансан курорта канма сахал халăх çӳрет, анчах та, Пицундăна халĕ те раççей çулçӳревçисем пыраççĕ.
Паллă вырăнĕсем
- Кану çурчĕ "Питиус",
- Лдзаа пансинат
- "Самшит вăрманĕ" пансионат хăнасене кĕтеççĕ.
- Çуçанталăк управĕ реликт пицунда хырĕн вăрманĕ (лаптăкĕ 200 яхăн га).
- Анлă вĕт чуллă пляж.
- 3 тӳпеллĕ хĕрес-тăрăллă X ĕмĕрти храм (музей шайĕнче). Храмра 350 вырăнлă орган концерт залĕ. Нартексре — XVI ӗмӗрĕн фрескисем.
Вуламалли
- Пачулиа В. П., Пицунда, Тб., 1962;
- Инадзе М. П., Причерноморские города древней Колхиды, Тб., 1968
- Чиквиладзе П., Курорт Пицунда, Тб., 1971.
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |