Иванов Константин Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Константин Иванов
Пӑртта Кӗҫтентинӗ
K.Ivanov.jpg
Ҫуралнӑ 1890 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ (ҫӗртмен 8-мӗшӗ)
Ҫуралнӑ вырӑн Слакпуҫ Ӗпхӳ кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ
Вилнӗ Пуш, 26 (13.3), 1915
Вилнӗ вырӑн Слакпуҫ Ӗпхӳ кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ
Гражданлӑх Раҫҫей империйӗ
Пӗлӳ илни
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ Сăвăç, çыравçă, Куçаруçă (професси)
Пултарулӑх ҫулӗсем 1906-1908
Жанр сăвă, поэма, трагеди, юмах
Хайлавсен чӗлхи чăваш
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Константин Васильевич Иванов (Пӑртта Кӗҫтентинӗ; 1890 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ, Слакпуҫ[1]1915 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ, Слакпуҫ) — чӑваш сӑвӑҫи, чӑваш литературин классикӗ.

Пурнӑҫӗ

Ачалӑхӗ

Пӑртта чӑваш йӑхӗнчи хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Йӑхра пӗлӳ илнине хакланӑ — аслашшӗ, ашшӗ енчи инкӗшӗ, чылай тӑванӗ хутла пӗлнӗ. Константин Ивановӑн ашшӗ тӑрӑхри пуян ҫынсенчен пӗри пулнӑ, хуҫалӑхра агрономи тата экономика енӗпе илнӗ пӗлӳпе усӑ курнӑ[2].

Сакӑр ҫул тултарсан Константин ялти пуҫламӑш шкула вӗренме ҫӳренӗ, унтан вӑл 1902 ҫулта вӗренсе тухнӑ, каярах Пелепейри хула училищинче вӗреннӗ. Унтан ӑна ашшӗ Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулне («Яковлев шкулӗ») вырнаҫтарать, кунта вӑл хатӗрленӳ класӗнче вӗренет[3].

Чӗмпӗр шкулӗнче

2 ҫултан вунпиллӗкри каччӑ Чӗмпӗрти тӗп чӑваш вӗрентӳ центрӗнчи 1-мӗш класӗн (курсӗн) вӗренекенӗ пулса тӑрать.

Кунта Константин Иванов литературӑпа кӑсӑкланать, вырӑс тата анӑҫ Европӑри культурисемпе паллашать, живопиҫпе, скульптурӑпа интересленет. Д. Петров-Юман поэтпа тӗл пулнӑ самантсене ҫапла аса илет:

Константинпа калаҫнӑ чухне калаҫу яланах тӗнче литературин теми ҫине куҫатчӗ. Астӑватӑп, час-часах Дантен «Тӗлӗнмелле камичӗ» ҫинчен, Гётен «Фаусчӗ» ҫинчен тавлашаттӑмӑр. Ӳснӗҫемӗн Константин классик-сӑвӑҫсен хайлавӗсемпе ытларах та ытларах кӑсӑкланма тытӑнчӗ. Ҫамрӑкрах чухне вӑл Пушкинпа тата Лермонтовпа кӑсӑкланнӑ. Пӗррехинче эпӗ ӑна Байронӑн «Чайльд-Гарольдне» вуласа панине астӑватӑп. Тепрехинче вӑл ман пата Пыпинӑн(выр.)чăв. «Славян литературисен историне» илсе килчӗ.

Вунулттӑри каччӑ каникула киле кайса килнӗ май ҫемьери халапсене тата ял ҫыннисен асаилӗвӗсене, вӗрӳ-суру сӑмахӗсене, халӑх кӗллисен тексчӗсене ҫырса илнӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех каярах ӑна халӑхӑн наци уйрӑмлӑхне ӑнланма, халӑх пултарулӑхне туйма пулӑшӗ.

Иван Яковлев ыйтнипе «Псалтырь» тата ытти тӗн тексчӗсене куҫарни те ҫыравҫӑн тавракурӑмне йӗркелес тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑннӑ.

К. Иванов тавракурӑмне йӗркелес тӗлӗшпе унӑн живопись туртӑмӗ пурри те самай пысӑк вырӑн йышӑннӑ — вӑл Ӳнер академине вӗренме кӗме те хатӗрленнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл сӑн тӑвас ӑсталӑха та профессилле алла илнӗ — вӑл тунӑ сӑнӳкерчӗксем ҫинчен Чӗмпӗрте ирттернӗ чылай пурнӑҫ саманчӗсем сӑнланса юлнӑ.

Литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ

К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле кӑларнӑ СССР Патшалӑх банкӗн тимӗр укҫи (1 тенкӗ)

1905—1907 ҫулсенчи пулӑмсем хыҫҫӑн вӑл вырӑс юррисем ҫине таянса «Вӑранӑр, тапранӑр!» сӑвӑ ҫырать. Революциллӗ митингсене хутшӑннӑшӑн Яковлевӑн 1-мӗш класа салатса яма тивет.

Каярах, «шӑв-шав» лӑплансан, Иван Яковлевич Иванова чӑвашла кӗнекесем кӑларма куҫару енӗпе ӗҫлекен комиссири ӗҫе явӑҫтарать. Авӑн-раштав уйӑхӗсенче Константин Васильевич М. Ю. Лермонтовӑн «Пирӗшти», «Парӑс», «Хумсемпе ҫынсем», «Чул ту» тата ытти сӑввисене куҫарнӑ, «Песни про царя Ивана Васильевича, молодого опричника и удалого купца Калашникова» хайлава «Иван ӗмпӳпе ҫамрӑк сыхлавҫӑ тата сатур Калашник хуҫа ҫинчен хунӑ юрӑ» ят парса чӑвашла хайланӑ. Вӑлах ҫавӑн пекех Н. П. Огарёв, А. В. Кольцов, Н. А. Некрасов хайлавӗсенчи сыпӑксене, ҫавӑн пекех А. Н. Майковӑн, К. Д. Бальмонтӑн хӑш-пӗр сӑввисене куҫарнӑ.

Чӗмпӗрти культурӑпа ӳнер колледжӗн ҫурчӗ ҫинчи астӑвӑм хӑми.

1907—1908 ҫулсенче сӑвӑҫ чылай хӑйӗн сӑввисене ҫырать: «Шуйттан чури» трагеди, «Тимӗр тылӑ» тата «Тӑлӑх арӑм» балладӑсем, «Нарспи» поэмӑна вӗҫлет. Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗ 40 ҫул тултарнӑ юбилей тӗлне К. Иванов «Хальхи самана» сӑвва халаллать. 1908 ҫулта Чӗмпӗрте «Чӑваш халапӗсем» кӗнеке тухать.

1909 ҫулта К. Иванов Чӗмпӗрти классика гимназийӗ ҫумӗнче экстерн мелӗпе учительсен шкулӗ ҫумӗнчи хӗрарӑмсен икӗ класлӑ училищинче ӳкерӳ халӑх учителӗ ятне илме экзамен тытать. Кунта Константин Иванов хӑйне художник пек те, куҫаруҫӑ пек те, редактор, составитель, корректор пек те палӑртать. Поэт «Нарспи» опера валли либретто ҫырма хатӗрленет, «Юрӑсен юррине» куҫарать, «Иван Сусанин» оперӑран сценисем валли декораци йӗркелет.

Иванов сӑвӑҫ, классикӑлла вырӑс литературин сӑввисемпе поэмисен куҫаруҫи пек кӑна мар, портрет живопиҫӗн ӑсти пек те паллӑ, вӑл графика тата скульптура ӗҫӗсен авторӗ те[4].

«Нарспи» поэма

1907—1908 ҫулсенче унӑн юмахӗсем, балладисем тата «Нарспи» поэми пичетлесе тухаҫҫӗ. Поэма унӑн мӗнпур пултарулӑхӗн чи ӑсталӑхли шутланать. Унта чухӑн Сетнер пуян ашшӗ-амӑшӗн Нарспи ятлӑ хӗре инкекле юратни ҫинчен каласа панӑ. Чӑваш халӑх сӑвӑҫин пултарулӑхӗнчи тӗп шухӑшӗсем: социаллӑ тӗрӗсмарлӑха курайманни, чӑваш халӑхне кивӗ йӑла-йӗркерен хӑтӑрасси.

«Нарспи» поэмӑна тӗнчери нумай чӗлхене куҫарнӑ. Сӑмахран, Петӗр Хусанкай ӑна вырӑсла куҫарнӑ. Поэма никӗсӗ ҫинче темиҫе пьеса калӑпланӑ, Чӑваш оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче вара опера та лартнӑ.

Поэмӑна вырӑсла ҫавӑн пекех ыттисем те куҫарнӑ: вӗсен йышӗнче Борис Иринин, Андрей Петокки, Влас Иванов-Паймен, Александр Жаров, Анатолий Смолин, Владимир Мишшан тата Алексей Хабаров.

Поэт вилни

1914 ҫулхи кӗркунне К. Иванов туберкулёзпа чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн тӑван ятне таврӑннӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 24 ҫул тултарнӑскер, куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

К. В. Иванова асра тытни

  • Поэт ячӗпе Шупашкарти урам тата сквер ят панӑ, унӑн ячӗпе Чӑваш академи драма театрӗ хисепленет.
  • Шупашкарти литература музейӗ К.В. Иванов ячӗпе хисепленет[5].
  • Слакпуҫ ялӗнчи Музей комплексӗнче К. Иванов музейне пур.
  • К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май ЮНЕСКО хӑйӗн XXV сессийӗнче 1990 çула Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.
  • 1991 ҫулта К. В. Иванов ҫӗр ҫул тултарнине халалласа тимӗр укҫа кӑларнӑ. Номиналӗ — 1 тенкӗ. Аверс ҫинче СССР гербне вырнаҫтарнӑ тата «СССР», «1 тенкӗ», «1991» тесе ҫырнисем пур. Реверс ҫинче — сӑвӑҫ профилӗ вырнаҫнӑ, «1890–1915», «К. В. ИВАНОВ» тесе ҫырнисем пур.
  • 2015 ҫула Чӑваш Республикинче Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ[6].

Сӑнсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хальхи вӑхӑтра — Раҫҫей, Пушкӑртстан, Пелепей районӗ.
  2. ^ Чувашский классик — Константин Иванов — Урмарская центральная библиотека(паллӑ мар). urmary-bibl.ru. Пӑхнӑ кун: 25 Пуш уйӑхӗн 2025.
  3. ^ Константин Васильевич Иванов — биография классика чувашской литературы (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 25 Пуш уйӑхӗн 2025.
  4. ^ Моя родина-Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 24 Нарӑс уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 20 Ҫу уйӑхӗн 2010 ҫул.
  5. ^ Сайт литературного музея им. К. В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 24 Нарӑс уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 27 Ҫу уйӑхӗн 2009 ҫул.
  6. ^ Указ № 110 от 04 августа 2014 г. «Об объявлении в Чувашской Республике 2015 года Годом К. В. Иванова». Пӑхнӑ кун: 20 Ҫурла уйӑхӗн 2014. Архивланӑ 4 Юпа уйӑхӗн 2015 ҫул.

Каҫӑсем