Петтоки Андрей Трофимович
Петтоки Андрей Трофимович (чăн хушамачӗ Петухов, 1905 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, Ахмане, Чикме уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1942 ҫулхи акан 18-мӗшӗ) — чăваш сăвăçи, тăлмачӗ. СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1934). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫ хунӑ[1].
Пурнăçӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1905 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чикме уесӗнчи Ахмане ялӗнче ҫуралнӑ.
1927—1929 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Совет-парти шкулӗнчен (Хусан, 1924), Куйбышеври патшалӑх педагогика институтӗнчен (1941) вӗренсе тухнӑ. Мускав кинематографи институтӗнче вӗреннӗ (1932—1935).
Тутар АССРӗн Чистай кантонӗнче вулӑс комсомол комитечӗн секретарӗ (1924—1926), тӑван ялӗнчи колхоз председателӗ (1929—1931), «Сунтал» журнал редакцинче, Чӑваш писателӗсен союзӗн правлени председателӗ (1932—1933), Куйбышев облаҫӗн таврапӗлӳ музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1937—1941) пулса ӗҫленӗ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗн Андрей Тимофеевич Куйбышев хулинче (халӗ Самар) педагогика институчӗн истори факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче А. Т. Петтокие Куйбышеври ҫар комиссариачӗ Чӗмпӗр ҫар пехота училищине стрелоксен взвочӗн командирӗсен — лейтенанчӗсен хӑвӑрт курсӗсене иртме янӑ[2].
Чӗмпӗрти пехота курсӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна фронта ӑсатнӑ. 145 стрелоксен дивизийӗн 403-мӗш стрелоксен полк йышӗнче ҫапӑҫнӑ[2].
1942 çулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Витебск патӗнчи çапăçура паттăррăн пуç хунă. Смоленск облаçӗнчи Селище ялӗнче пытарнă[1].
Ҫемье
Мӑшӑрӗ Галина Петтоки, хӗрӗ Людмила Петтоки ӗмӗрӗсене Самарта пурӑнса ирттернӗ[3].
Пултарулӑх
Пӗрремӗш сăввине 1925 çулта пичетлесе кăларнă. Хăйӗн пӗрремӗш кӗнекине — «Çирӗм иккӗ» поэмăна (1932) — Андрей Трофимович хăй илемлетсе кăларнă. Хӑй пурӑннӑ чухне тепӗр кӗнеке тухнӑ — «Вунӑ ҫул» (1936). 1964 ҫулта ун хайлавӗсене пухса «Сӑвӑсемпе поэмӑсем кӗнеке кӑларнӑ, ҫавӑн пекех сӑвӑсен пуххисенче пичетленӗ.
1935 çулта К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарнă. Андрей Петтоки — ку поэмăна вырăсла пӗрремӗш куçараканӗ[4].
Икӗ сӑвӑ шӑпи
Чӗмпӗр ҫар пехота училищинче Андрей Петтоки пултарулӑх ушкӑнне кӗнӗ, унта хутшӑнакансем литературӑпа музыка монтажӗсем хатӗрленӗ, сӑвӑсем ҫырнӑ, ал вӗҫҫӗн ҫырса стена хаҫачӗ кӑларнӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче курсантсем «За Родину! За Сталина!» сӑвӑсен пуххи кӑларнӑ. Андрей Петтоки училищӗре «Оружие к бою!» тата «На врага!» сӑвӑсем ҫырнӑ. «На врага!» сӑввине хӑй аллипе сарӑрах тӗслӗ хут листи ҫине хӗрлӗ-кӑвак чернилпа ҫырнӑ. Ҫӳлти сылтӑм кӗтесре сӑвӑ авторне кӑтартнӑ: «Андрей Петтоки». Сӑвӑ тексчӗ айӗнче «15/XII. 41г.» датӑна, «Ульяновскск» тата «А. Петтоки» тесе алӑ пуснӑ. Сӑвва пӗрремӗш хут Чӗмпӗрти Пролетарский путь» хула хаҫатӗнче 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пичетленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ӑна 1975 ҫулта Шупашкарта кӑларнӑ «Сердце, пробитое пулей» сӑвӑсен пуххинче вырӑсла пичетленӗ.
Тепӗр «Оружие к бою!» сӑввин ал ҫырӑвӗ хальхи вӑхӑтчен тӗпчевҫӗсене те, анлӑ халӑха та паллӑ пулман. Чӗмпӗр хула архивӗнче тупнӑ сӑввӑн текстне сарӑрах тӗслӗ тачӑ хут ҫине пичет саспаллисене хӗрлӗ-кӑвак чернилпа ҫырнӑ. «Оружие к бою!» сӑвӑ ятне тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсемпе (хӗрлӗпе тата кӑваккипе) икӗ йӗркепе ҫырнӑ, аялтан виҫӗ йӗр туртса палӑртнӑ. Сӑвӑҫ текст айне «Курсант А. Петтоки» тесе алӑ пуснӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫак сӑвӑ пӗрремӗш хут Атӑлҫи ҫар округӗн «Красноармеец» кашни кун тухакан хӗрлӗармеецсен хаҫатӗнче пичетленнӗ. Хаҫат Ульяновскра пичетленнӗ, кунтах унӑн редакцийӗ те вырнаҫнӑ пулнӑ[2].
Кӗнекисем
- Петтоки, А. Т. Ҫирӗм иккӗ : ятсӑрсем : поэма / А. Т. Петтоки. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1932. — 36 с.
- Петтоки, А. Т. Вунӑ ҫул: сӑвӑсемпе поэмӑсем / А. Т. Петтоки; редакторӗ И. Тукташ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1936. — 102 с.
- Сердце, пробитое пулей : стихи чувашских поэтов, павших на фронтах Великой Отечественной войны : [переводы с чувашского] / [сост. В. Г. Мурашковский. — Чебоксары, 1975. — 98, [6] с[4].
Шухӑш
Таса чун-чӗреллӗ сăвăç «халăх тăшманӗсемпе» кӗрешес юхӑма хутшӑнасшăн пулман. Çавăнпа ăна хăйне «тӑшман» тума хӑтланнӑ, тӗрлӗ «айăп» шыраса тупнӑ", тӑван чӗлхепе çырса пичетлеме чӑрмантарнӑ.
Астӑвӑм
- А. Петтокие асӑнса тӑван Муркаш районӗнче, Шупашкарта, Самарта сӑвӑ каҫӗсем ирттереҫҫӗ[5][6].
- Самар патшалӑх социаллӑ педагогика университечӗн филологи факультечӗн корпусӗн (Лев Толстой урамӗ, 47) стени ҫинче 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ, кунта (ун чухне В. В. Куйбышев ячӗллӗ Куйбышев патшалах педагогика институчӗ) Андрей Петтоки вӗреннӗ[7]. Ку асӑну хӑмине 2006 ҫулхине, поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса вырнаҫтарнӑ пулнӑ, анчах кайран юсав ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра вӑл ҫухалнӑ. Самарти чӑвашсен тимлӗхне пула 20 ҫултан асӑну хӑмине хӑйӗн вырӑнне каялла тавӑрнӑ[3].
- Тӑван ялӗнче А. Петтокие асӑнса палӑк лартнӑ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Г. И. Фёдоров. Петтоки Андрей Тимофеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Романова Галина. В Ульяновске обнаружены неизвестные автографы поэта Андрея Петтоки (выр.). ИА «Улпресса» (18 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Сергей Захаров. Искали двадцать лет – и нашли! (выр.). Сетевое издание «Социальная газета» (7 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Петтоки, Андрей Трофимович (поэт; 07.10.1905-18.04.1942) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Торжественная конференция, приуроченная к 120-летию со дня рождения выдающегося чувашского поэта, переводчика и общественного деятеля Андрея Петтоки (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики (18 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ К столетию поэта Андрея Петокки (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (14 юпан 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ В Самаре состоялось торжественное открытие мемориальной доски Андрею Трофимовичу Петтоки (Петухову) (выр.). Дом дружбы народов Самарской области (19 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 105 лет со дня рождения первого переводчика поэмы «Нарспи» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Моргаушский муниципальный округ (18 юпан 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
Вуламалли
- Андрей Петтоки: поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ҫӗнӗлле ӑнланни / [пухса хатӗрлекенӗ, кӳртӗм статьяпа ӑнлантарусене ҫыраканӗ, кӑтартмӑшсене хатӗрлекенӗ Г. А. Дегтярёв]. — Шупашкар : ЧГИГН, 2005. — 242 с.. — См. текст
- Станьял, В. П. Андрей Петтоки сӑвӑҫӑ: пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ / В. П. Станьял. — Шупашкар : Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2005. — 36 с.
- Абрамов, В. А. Кивӗ-ҫӗнӗ Петтоки: унӑн пултарулӑхӗ тавра / В. А. Абрамов // Вопросы чувашского литературоведения и критики = Чӑваш литература пӗлӗвӗн тата критикин ыйтӑвӗсем / В. А. Абрамов. — Чебоксары, 2018. — С. 225—228.
- Абрамов, В. Таврӑннӑ сумлӑ ят / В. Абрамов // Хыпар. — 2006. — 12 ака. — (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ).
- Абрамов, В. А. Таврӑннӑ сумлӑ ят : «Андрей Петтоки: поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ҫӗнӗлле ӑнланни» кӗнекене тишкерсе хак пани / В. А. Абрамов // Вопросы чувашского литературоведения и критики = Чӑваш литература пӗлӗвӗн тата критикин ыйтӑвӗсем / В. А. Абрамов. — Чебоксары, 2018. — С. 178—180.
- Агаков, Л. Асран кайми тусӑм / Л. Агаков // Ялав. — 1975. — № 10. — С. 26-27.
- Алексеев, О. Ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ шайра уявласчӗ / О. Алексеев // Хыпар. — 1995. — 20 утӑ.
- Арланова, Е. Юлашки юн тумламӗ / Е. Арланова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2005. — 22-28 юпа (№ 42). — С. 10.
- Артемьева, Е. Сӑвӑҫ кун-ҫулӗ / Е. Артемьева // Тантӑш. — 2010. — 24 ҫӗртме (№ 25-26). — С. 8.
- Дегтерев, Г. «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫи / Г. Дегтеров // Коммунизм ялавӗ. — 1990. — 11 дек.
- Дегтярев, Г. Поэт вӑрҫаран таврӑнман… / Г. Дегтярев // Хыпар. — 2005. — 31 ҫу.
- Дегтярев, Г. Терлӗ енлӗ Андрей Петтоки / Г. Дегтярев // Хыпар. — 2005. — 22 авӑн.
- Ентеше асра тытар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2015. — 7 юпа/октябрь. — С. 2.
- Иванова, Е. Ю. Андрей Петтоки пултарулӑхӗнчи традиципе ҫӗнӗлӗх / Е. Ю. Иванова // Сборник научных трудов молодых ученых и специалистов. — 2003. — С. 52-58.
- Мамуткина, И. Кашни йӗрки — ахах пӗрчи… / И. Мамуткина // Тантӑш. — 2010. — 24 ҫӗртме (№ 25-26). — С. 8.
- Муркаш тӑрӑхӗ вӗсемпе мухтанать // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2024. — 9 нарӑс/февраль (№ 5). — С. 2.
- Павлов, Н. Поэт кун-ҫулӗ / Н. Павлов // Сӑвӑсемпе поэмӑсем / А. Петтоки. — Шупашкар, 1964. — С. 3-5.
- Питернова, В. А. Т. Петтоки / В. Питернова // Ялав. — 1995. — № 10. — С. 101—102.
- Плечов, Г. Андрей Петтоки ҫинчен / Г. Плечов // Тӑван Атӑл. — 2005. — № 11. — С. 66-67.
- Прокопьев, В. Ҫапӑҫӑва ҫӗнтерессе шанса кӗретпӗр / В. Прокопьев // Тӑван Атӑл. — 1990. — № 11. — С. 70-72.
- Прокопьева, Р. Ҫӗнӗ тӗнче юрӑҫи / Р. Прокопьева // Хыпар. — 2015. — 20 октябрь/юпа. — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Смирнова, Н. Андрей Петтоки архивӗ — Шупашкарта / Н. Смирнова // Хыпар. — 2010. — 24 ҫӗртме. — С. 3.
- Станьял, В. [Андрей Петтоки ҫинчен] / В. Станьял // Ялав. — 1999. — № 2. — С. 37.
- Степанов, Г. Петтокие Самар та чыслать / Г. Степанов // Хыпар. — 2005. — 1 чӳк. — С. 1.
- Теветкел, Н. Пултаруллисен сумсӑр ӗмӗрӗ / Н. Теветкел // Хыпар. — 2009. — 13 нарӑс.
- Теветкел, Н. Ҫухалман ӑсталӑх / Н. Теветкел // Ялав. — 2005. — № 7-8. — С. 155—156.
- Трофимова, Е. «Макӑрмашкӑн маншӑн — эп вилмен…» / Е. Трофимова // Тӑван Атӑл. — 2018. — № 11. — С. 42-45 : сӑн ӳкерчӗксем ; Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2016. — 21 ака (№ 15). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
- Тукташ, И. «Поезд кайрӗ васкаса…» : [Андрей Петтокие асӑнса ҫырнӑ сӑвӑ] / И. Тукташ // Хыпар. — 2010. — 8 ака (№ 70). — С. 1.
- Туктина, Л. «Вилӗмӳпе эс вилӗме ҫӗнтертӗн…» / Л. Туктина // Хыпар. — 2005. — 14 юпа.
- Туктина, Л. Чӗррисенчен те эсӗ чӗрӗрех / Л. Туктина // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2005. — 15 окт.
- Шадриков, А. Халӑх асӗнче / А. Шадриков // Коммунизм ялавӗ. — 1990. — 8 авг.
- Шариков, А. Юратнӑ поэтӑмӑра асӑнса / А. Шариков // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2015. — 10 юпа/октябрь. — С. 4.
- Ялкир, П. Юлашки юн тумламӗччен сыхланӑ ҫӗршыва / П. Ялкир // Тантӑш. — 1995. — 10 чӳк (№ 46). — С. 3.
- Антонова, Г. Поэт с войны не вернулся / Г. Антонова // Советская Чувашия. — 2005. — 19 окт.
- Афанасьев, П. Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебксары, 2006. — С. 323—325.
- Зайцева, Е. Не вернулся с фронта поэт / Е. Зайцева // Советская Чувашия. — 2010. — 18 июня. — С. 7.
- Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович (1905—1942) // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. — Чебоксары, 2013. — С. 207—210.
- Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 329.
- Петухов (Петтоки) Андрей Трофимович // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 110.
- Петухов Андрей Трофимович (Петтоки) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 334.
- Питернова, В. Первый переводчик «Нарспи» / В. Питернова // Республика. — 2000. — 24 нояб. (№ 49). — С. 5.
- Прокопьев, В. «Мы пройдем вселенской новью…» / В. Прокопьев // Чӑваш ен. — 1993. — 12-19 июня (№ 24). — С. 12.
- Федоров, Г. И. Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 420.
- Ялгир, П. Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 85-86.