Филиппова Лидия Ивановна
Филиппова Лидия Ивановна (паспорт тăрăх Михайлова, псевдонимĕсем — Алла Давыдова, Амина Турхан; ҫур. 1967 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ, Малтикас Шĕкĕр, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей поэчӗ, ҫыравҫӑ, журналист, общество ӗҫченӗ.
Филологи ăслăхӗсен кандидачĕ. Доцент. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Раççей çыравçисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Чăваш Республикин Профессионал çыравçăсен пӗрлешӗвӗн председателӗ пулнă (2019—2021)[1].
Пурнăçĕ
1967 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Малтикас Шӗкӗр ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗн Ҫеҫпӗл ялӗ) ҫуралнӑ[1].
1984 ҫулта Ҫеҫпӗл вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухса (1974—1984) И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш филологи уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.
Университетран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1989 ҫулта «Пелепей хыпарӗсем» хаҫат редакцийӗнче куҫаруҫӑ пулса, кайран Пушкӑртстан Республикинчи «Урал сасси» чӑваш хаҫачӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ (1991—1994)[1].
1991—1994 ҫулсенче «Хыпар» республика хаҫачӗн хроника, вӗрентӳ тата социологи пайӗн корреспонденчӗ, культурӑпа нацисен хушшинчи хутшӑнусен пайӗн корреспонденчӗ пулса тӑрӑшнӑ; 1994—1998 ҫулсенче «Чӑваш ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗн информаципе публицистика радиопрограммисен тӗп редакцийӗн редакторӗ пулнӑ.
1999—2011 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Вести Альма-матер» тата «Ульяновец» хаҫатсен тӗп редакторӗ пулнӑ. 2011—2016 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатне ертсе пынӑ.
2016—2017 ҫулсенче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ, 2017—2020 ҫулсенче — «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ, унтан — Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗн автор программисен ертҫи.
2019—2021 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн председателӗ пулнӑ.
Пултарулӑхӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ тӑван чӑваш халӑхӗ умӗнче яваплӑха туйнипе ҫыхӑннӑ[2]:
- Пушкӑртстан Республикинчи чӑваш диаспори валли хаҫат кӑларас ӗҫе тӳрремӗнех хутшӑннӑ‚ чӑваш культурин обществипе вырӑнти фольклор ансамблӗ йӗркеленӗ;
- Пелепей хулинчи ача сачӗсене чӑваш ушкӑнӗсем йӗркеленӗ‚ Пелепей район тата республика радиовӗпе Ӗпхӳ хулинче чӑвашла передачӑсем тухма пуҫланӑ;
- «Хыпарта» хаҫат редакцийӗнче, чӑваш радиовӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ май, чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе тата аталантарассипе нумай ӗҫ тунӑ;
- Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем патне нумай тухса ҫӳрет, республикӑн тата Раҫҫей Федерацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӗсен пурнӑҫне ҫутатать.
«Хыпар», «Советская Чувашия», «Канаш», «Молодой коммунист», «Ульяновец», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатсенче, «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Хатӗр пул» журналсенче пичетленнӗ.
30 ытла литературӑпа поэзи, документлӑ тата илемлӗ, ӑслӑлӑхпа популярлӑ кӑларӑмсен авторӗ, чылай литература тата ӑслӑлӑхпа публицистика кӗнекисен редакторӗ. 100 ытла публикаци авторӗ, вӗсенчен 4 вӗренӳпе методика тата практикӑра усӑ куракан 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
2015 ҫулта «Пульсация. Чун таппи» кӗнеки «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн (вырӑсла тата чӑвашла поэзи номинацире) ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[3].
Чӑваш Ен Наци радиовӗнче («Самана таппи», «Ҫунатлӑ чӗресем» литературӑпа поэзи клубӗ) тата ЮТВ телеканалпа «Ҫынсем. Ҫулсем. Еткерлӗх» кӑларӑмсем йӗркелесе ертсе пырать[2].
Кӗнекисем
Унăн 20 ытла кĕнеке пичетленсе тухнă, вӗсен хушшинче[1]:
- Ан ӳпкеле, ан ӳпкеле… : чун-чӗре юррисем / Л. И. Филиппова — Шупашкар, 2000. — 55 с.
- Тапса тӑран ҫӑлкуҫ эс, университет / Лидия Филиппова, И. Н. Ульянов яч. Чӑв. патш. ун-чӗ. — Шупашкар : Чӑваш университечӗн изд-ви, 2001. — 87 с.
- Тӗл пулӑпӑр чунсен ытамӗнче : [сӑвӑсем, калавсем, куҫарусем, статьясем] / Лидия Филиппова. — Шупашкар, 2001. — 201 с.
- Чӑвашӑма ҫаплах мухтатӑп… : юрӑсем, сӑвӑсем / Л. И. Филиппова. — Шупашкар, 2005. — 155 с.
- Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт : [калавсемпе пьеса : аслӑ классем валли] / Лидия Филиппова. — Шупашкар, 2012. — 157, [2] с.
- 10 лет без тебя… : [стихи на русском и чувашском языках, посвященные Олегу Алексеевичу Турхан] / Лидия Филиппова. — Чебоксары : [Чувашия], 2012. — 127, [9] с.
- Мать. Татьяна Федоровна Иванова (Куракова) : документально-художественное повествование / Л. Филиппова. — Москва : Гелиос АРВ Чувашия, 2011. — 237, [1] с.
- Пророк земли чувашской. Академик Геннадий Никандрович Волков [Текст] : документально-художественное повествование / Лидия Филиппова. — Чебоксары, 2013. — 132 с., [12] л. ил. с.
- Пульсация : [избранные стихи, песни] / Лидия Филиппова. — Чебоксары, 2015. — 256 с., [12] л. ил. с.
- Ректор — это призвание [Текст] : документально-художественное повествование / Лидия Филиппова. — Чебоксары, 2012. — 672 с., [16] л. ил. с.
- Викторов, Г. А. Я вернусь… : откровения академика Геннадия Волкова / Геннадий Викторов; [сост. и ред. Л. И. Филиппова]. — Чебоксары : Новое Время, 2006. — 203 с.
- «Анатолий Кибеч. Душа и Разум»;
- «Записки академика. Данилов Иван Петрович»;
- «Чăваш тӗнчи»;
- «Легенда чувашского здравоохранения»;
- «Записки академика»;
- «Не верь, не бойся, не проси…»;
- «Нынешний век» (поэма)[4];
- «Секта»[4];
- «Край сеспельский»[5];
- «Ух-х, шереметсем!»[6];
- «Ҫеҫпӗл йӗрӗпе — По следам Сеспеля»[6].
Хисепӗсем
Ҫемье
- Ашшӗ — Иван Филиппович Филиппов, Ҫеҫпӗл ял вулавӑшӗнче ӗҫленӗ.
- Амӑшӗ — Раиса Давыдовна Филиппова, колхозра вӑй хунӑ, 5 ача ҫуратнӑ, Ача амӑшӗн 2-мӗш степеньлӗ медальне тивӗҫнӗ[7].
- Лидия Ивановна «Урал сасси» хаҫат тӗп редакторне Юрий Николаевич Михайлова качча тухнӑ пулнӑ, уйрӑлнӑ.
- Пӗр ывӑл — Сентиер — ҫитӗнтернӗ.
Хаклав
Филиппова поэзине чӑваш литературовечӗ, ӑсчахӗ Виталий Станьял ҫапла хаклать:
ХХI ӗмӗрти чӑваш хӗрарӑм поэзийӗ хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен нумай сасӑпа уҫҫӑн каласа пама пуҫларӗ. Юрӑ юрланӑ пек, ҫине-ҫинех, такмакла-такмакла, ытахаллӗн, чунтан. Философилле тата интеллектуаллӑ тӑранлӑхӑн, ҫӗнӗлӗх шырамалла мар унта. Пурнӑҫа мӗнле куратпӑр, ҫавӑн пек ҫеҫ йышӑнмалла. Лидия Филиппова поэзийӗ – хальхи ӗҫченӗн кулленхи пурнӑҫӗн тӗкӗрӗ, вӑл хастар чӑваш хӗрарӑмӗн чӗре таппи. Кунашкал ансат лирикӑн сӑн-сӑпатне вулакан хӑйӗн кун-ҫулне, хӑйӗн хумханӑвне, пӑшӑрханӑвне, савӑнӑҫӗпе телейне курнӑ пек лайӑхрах йышӑнать[8].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Филиппова, Лидия Ивановна (журналист, писатель; 23.05.1967) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Капитонова Ирина Юрьевна. Архивисты поздравляют Лидию Ивановну Филиппову (Михайлову) с днем рождения! (выр.). Госархив современной истории Чувашской Республики (23 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Роза Бусаргина. Встреча с чувашской поэтессой Лидией Филипповой (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение «Библиотека» г. Новочебоксарска Чувашской Республики (6 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Увидели свет новые литературные творения чувашского писателя Лидии Филипповой (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (12 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Край Сеспельский документально-художественное повествование (выр.). Национальная электронная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Презентация книг писательницы и журналиста Лидии Филипповой — «Ух-х, шереметсем!» и «По следам Сеспеля» (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Канашского муниципального округа Чувашской Республики (30 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Елена Никифорова. Филиппова Лидия Ивановна (выр.). Газета «Республика» (7 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Виталий Станьял. Из архива литературоведа (выр.). Чувашский народный сайт (4 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
Вуламалли
- Атлай, Л. «Ан ӗнен, ан хӑра, ан ыйт», е чӑваш тӗнчин тӗп утравӗ ҫинчи тӳлек те лӑпкӑ туйӑнакан ҫанталӑкӑн сивӗ кӗр ҫилӗсем тата телей ҫӑлтӑрӗн сапакине тытма тӑрӑшакан чӑвашсен сайра-хутра та пулин кӑвак хуппи пек уҫӑлса каякан ҫурхи ыр илемлӗхӗн куллен пархатарлӑн шуса иртекен кунӗсем / Л. Атлай // Канаш ен. — 2012. — 16 чӳк. — С. 2.
- Алексеева, Г. Вӑл — Ҫеҫпӗл хӗр ачи / Г. Алексеева // Урал сасси (Пушкӑрстан). — 2018. — 19 ҫӗртме/июнь (№ 25). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Георгиева, Н. «Виҫӗ ӑру — виҫӗ пурнӑҫ» / Н. Георгиева // Хыпар. — 2011. — 8 юпа. — С. 5.
- Георгиева, Н. Тӗпчет-мухтать вӑл халӑх ҫул-йӗрне… / Н. Георгиева // Хыпар. — 2008. — 4 авӑн. — С. 3.
- Ентешӗмӗр ҫинчен кӗнеке тухнӑ : [Л. Филиппова хатӗрленӗ «Анатолий Кибеч. Душа и Разум» кӗнеке ҫинчен] // Канаш ен. — 2020. — 3 ака. — С. 2.
- Левацкая, Л. Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт / Л. Левацкая // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2019. — 17 ҫурла. — С. 2.
- Прокопьев, В. Л. Филиппова: «Эп — канашсем, эп — Ҫеҫпӗл хӗрачи» / В. Прокопьев // Канаш ен. — 2007. — 10 юпа. — С. 2.
- Смирнова, Н. Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр пултӑр / Н. Смирнова // Хыпар. — 2012. — 5 авӑн. — С. 3.
- Смирнова, Н. Сӑввӑмсенче — пин ҫын! / Н. Смирнова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015. — 22 юпа (№ 6). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк ; Хыпар. — 2015. — 28 юпа. — С. 6.
- Тумаланова, М. Чӗре таппи сӳнсен те — чун таппи юлать / М. Тумаланова // Канаш ен. — 2016. — 22 кӑрлач — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Филиппова, Л. И. Лидия Филиппова : «Темле пулсан та — чӑвашах мухтатӑп» / Л. Филиппова ; Н. Смирнова [ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2005. — 13 утӑ.
- Филиппова, Л. И. Ҫитес ӗмӗре «Чӑваш» ятпах кӗресчӗ… / Л. И. Филиппова ; Л. Шурекова ҫырса илнӗ // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2018. — 27 юпа/октябрь (№ 9). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Филлипова, Л. Чӗре таппи сӳнсен те — чун таппи юлать / Л. Филиппова ; М. Тумаланова ҫырса илнӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2015. — 3 октябрь/юпа (№ 39). — С. 10 : сӑн ӳкерчӗк.
- Филиппова, Л. И. Лидия Филиппова: «Тӗрӗслӗхшӗн ҫунса кайма та пулать. Ҫеҫпӗл Мишши пек…» / Л. И. Филиппова ; В. Степанов ҫырса илнӗ // Самант. — 2012. — № 5. — С. 12-13.
- Григорьев, Н. Г. Филиппова Лидия Ивановна: 1967 / Н. Г. Григорьев // Писатели Канашского района Чувашии : (жизнь и деятельность замечательных людей) / Н. Г. Григорьев. — Чебоксары, 2017. — С. 537—548 : порт., фот.
- Михайлова (Филиппова) Лидия Ивановна // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 272—273.
- Николаев, В. Новый руководитель у старых писателей / В. Николаев; фото автора // Республика. — 2019. — 3 апр. — С. 1, 5 : фот.
- Прокопьев, В. П. Филиппова (Михайлова) Лидия Ивановна / В. П. Прокопьев // Канашский район: энциклопедия персоналий. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 549—550.
- Сташенко, С. В Год Литературы — сборник избранных стихов / С. Сташенко // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015. — 26 ҫу (№ 1). — С. 24 : фот.
- Филиппова (Михайлова) Лидия Ивановна // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. — Уфа, 2014. — С. 321.
- Филиппова, Л. И. Чем пахнет детство? : [воспоминания] / Л. И. Филиппова // Канаш. — 2020. — 17 апр. — С. 8 : фот.
- Ялгир, П. Филиппова Лидия Ивановна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 124.