Талвир Алексей Филиппович

Алексей Филиппович Талвир (чӑн хушамачӗ — Башкиров; 1909 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1979 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ тата прозаикӗ, журналисчӗ, корреспонденчӗ. СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1934). ВКП(б) пайташӗ (1941 ҫултанпа).

Пурнӑҫӗ

1909 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесӗн Аслӑ Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Первомайскинчи иккӗмӗш сыпӑкри шкула вӗренсе пӗтернӗ[2]. 1928–1929 ҫулсенче СССР халӑхӗсен тӗп издательствин чӑваш секцийӗнче ӗҫленӗ. 1933 ҫулта МГУн литература факультечӗн 3 курсне вӗренсе пӗтернӗ, Мускавра тухакан «Коммунар» чӑваш хаҫат редакцийӗн литература пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1933–1935 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1937–1939 ҫулсенче — «Гудок» хаҫатӑн корреспонденчӗ[3][4]. 1939 ҫулта СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн комсомол организацийӗн секретарӗ пулнӑ[5]. 1940–1941 ҫулсенче — ВЛКСМ ТК пропагандӑпа агитаци пайӗн инструкторӗ[3].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче взвод командирӗ, ротӑн политрукӗ пулнӑ. Хӗвеланӑҫ, Брянск, Сталинград тата 2-мӗш Балтиҫум фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫар корреспонденчӗ пулнӑ[2].

1944 ҫулта хаҫат редакцийӗ хушнипе Полтава облаҫӗнче 1941 ҫулта пуҫне хунӑ «Комсомольская правда» корреспонденчӗн А. П. Гайдарӑн вилтӑприне шыраса тупнӑ[6], ҫакӑнпа вара ҫыравҫӑн ятне реабилитацилес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ[5]. Башкиров капитанӑн пӗлтерӗвӗ Гайдар мӗнле пуҫне хунине тӗплӗн тӗпченин кӑтартӑвӗ пулса тӑнӑ, вӑл ҫапӑҫусен йӗрӗсем сӳнсе ӗлкӗреймен чухнех тунӑран уйрӑмах хаклӑ пулнӑ[7]:80—81. Мускава таврӑнсан вӑл сӑнӳкерчӗксемпе пӗрле официаллӑ отчет панӑ, хаҫат валли Гайдар пирки, вӑл вӑрман касакан завод патӗнчи ҫапӑҫура кӑтартнӑ паттӑрлӑхӗ ҫинчен пысӑк статья хатӗрленӗ. Статьяна номера лартнӑ, анчах та тӗрӗслесе тӑракан органсем хушнипе ӑна кӑларса пӑрахнӑ (Гайдар нимӗҫсем енне куҫас тесе хупӑрлавра юлнӑ текен вӑрттӑн верси пулнӑ), Башкирова вара тӳрех каялла ӗҫлекен ҫара ӑсатнӑ[8].

Час-часах малти линире пулса ҫар ҫыннисемпе пӗрле атакӑна кайнӑ. Ҫапӑҫусенче йывӑр аманнӑ, нумай вӑхӑт сипленнӗ (1945–1948[3]). Сывалсан тусӗсем ӑна Мускава куҫма сӗннӗ, анчах та вӑл тӑван ҫӗршывра юлнӑ[5].

Темиҫе ҫул хушши «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн хӑйӗн корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ. 1954–1958 ҫулсенче Чӑваш АССР ҫыравҫисен пӗрлӗхне ертсе пынӑ[3]. Национализмра айӑпланнӑ чӑваш ҫыравҫисене Шупашкара тавӑрас тесе мӗн пултарнӑ таран тӑрӑшнӑ. В. Краснов-Аслине, В. Миттӑна, И. Д. Кузнецова тата ыттисене ҫӑлса хӑварас тесе Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ячӗпе тӗрлӗ инстанцисене ҫырнӑ, вӗсене ӗҫе вырнаҫтарма тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр проблемисене татса пама май тупнӑ[5].

Республикӑн парти ертӳлӗхӗпе хирӗҫӗве кӗнӗ — С. В. Эльгер чӑваш ҫыравҫипе пӗрле «ашшӗ-амӑшӗ ыйтнипе пуҫламӑш классенчех вырӑс чӗлхипе вӗрентме куҫасссине» хирӗҫленӗ. Ҫыравҫӑсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн, чӑвашла пичетленме чарнӑ пирки Талвирӑн Хусана куҫма тивнӗ[5].

1960–1968 ҫулсенче Хусан хулинче хӑй йӗркеленӗ Тутарстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн чӑваш секцине ертсе пынӑ, «Хусан» («Казань») альманах кӑларма пуҫланӑ тата унӑн редакторӗ пулнӑ[3]. Ҫак тапхӑрта ҫыравҫӑна «Фундамент» роман чи пысӑк чаппа тивӗҫтернӗ[2].

Тӑван ҫӗршыва таврӑнсан пьесӑсем, асилӳсем ҫырнӑ, 1812 ҫулхи Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин темипе пысӑк истори романӗ ҫырма шутланӑ[2].

1979 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ. Шупашкарта пытарнӑ.

Хисепӗсем

Халӑхсен Туслӑхӗн, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр (1944 ҫулхи акан 20-мӗшӗ) орденӗсемпе, медальсемпе, ҫавӑн пекех Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ[9].

Астӑвӑм

  • Шупашкарти пӗр урама Алексей Талвир ятне панӑ.
  • 1954–1960 ҫулсенче вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине (К. Маркс урамӗ, 24) асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[3].
  • 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» халӑх музейӗн территорийӗнче ҫыравҫӑн бюстне уҫнӑ[4].

Пултарулӑхӗ

  • «Хӗллехи сивӗре» (1929) — автор кулак чуралӑхӗнчен хулана тарнӑ тӑлӑх икӗ арҫын ачан йывӑр шӑпине сӑнарлать. Ҫак хайлавра влаҫ ачасем хуҫасӑр юлассипе кӗрешнин йывӑрлӑхне кӑтартса панӑ.
  • «Йӑнӑш» (1931) — хайлавра ҫирӗммӗш ҫулсенчи комсомолецсем пирки каласа парать. Кӗнекен пӗр геройӗ авторӗ хӑй пулнӑ.
  • «Пӑва ҫулӗ ҫинче» (1954) — вырӑсла М. Никитин («На Буинском тракте», 1954) тата Виктор Шкловский («У нас на Буле», 1956) куҫарнӑ. Повеҫре революци умӗнхи чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне Патӑрьел ялӗ ҫывӑхӗнчи Пӑва уесне кӗрекен пӗр ял ҫыннисен тӗслӗхӗпе уҫса панӑ. Кӗнекене нумай чӗлхене, ҫав шутра украин, молдаван, грузин, белорус, ҫармӑс, тутар, удмурт, литва, пӑлхар чӗлхисене куҫарнӑ.
  • «Вӑрҫӑ умӗн, вӑрҫӑра, вӑрҫӑ хыҫҫӑн» — тӑватӑ повеҫрен тӑрать: «Ҫунат хуҫни», «Фронт ҫулӗсем ҫинче», «Укҫашӑн мар», «Атӑл юхать».
  • «Фундамент» (1965) — Чӑваш Енре рабочисен класӗ тата техника интеллигенцийӗ мӗнле йӗркеленнине уҫса паракан роман.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ларионов, Николай. Пăва çулĕ çинче çуралнă писатель. — Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, 22, март, 2014. г.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Капитонова И. Непревзойдённый мастер слова (К 100-летию со дня рождения А. Талвира) (20 марта 2009).
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Энциклопедия | Талвир Алексей Филиппович. enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Писатели : Талвир Алексей (Башкиров Алексей Филиппович). nasledie.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Юхма М. Жил не только литературой — Советская Чувашия(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  6. ^ Гайдар Т. А. Голиков Аркадий из Арзамаса: Документы. Воспоминания. Размышления. — М., 1988.
  7. ^ Емельянов Б. Жизнь и творчество А. П. Гайдара // Составление и общая редакция Р. И. Фраерман, В. С. Фраерман. — Детгиз, 1954. — С. 59—84.
  8. ^ Камов Б. Гайдар: остался в окружении, чтобы… // Совершенно секретно. — 1992. — № 2. — С. 23.
  9. ^ Писатель чувашской души: творческий путь Алексея Талвира. samddn.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Алексей Талвир (Башкиров Алексей Филиппович) / Юрьев М. Писатели Советской Чувашии / М. Юрьев, З. Романова. - Чебоксары,1988. - С. 294-296.
  • Алексей Талвир - улып чувашской литературы // Юхма М. Имена улиц твоих, Чебоксары! / М. Юхма. - Чебоксары, 2000.- С. 121-125.
  • Вспомним о Талвире // Чебоксарские новости. - 1999. - 20 марта.
  • Решетина Л. В память о Талвире / Л. Решетина // Чебоксарские новости. - 1999. - 24 марта. - С.1.
  • Юхма М. Талвир неизвестный - опальный / М. Юхма // Советская Чувашия.- 1999.- 13 марта и др

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем