Элмен, Улькка
Куликова Ольга Геннадьевна (литературӑри хушма ячӗ — Улькка Эльмен, ҫур. 1961 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ, Авшак Элмен, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — çыравçӑ, журналист, пӗрлӗх ӗҫченӗ. Раççейри журналистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1991), Раççейри çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (2002). И. Ивник ячĕллĕ (2010), А. Емельянов ячӗллӗ (2022) премисен лауреачĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченӗ (2020)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗнче ҫуралнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Ярмушкари вӑтам шкулта вӗреннӗ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ[2].
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс тата Санарпуҫ шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Вӑрнар район администрацийӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ. Мӑшӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлсан «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ пулнӑ[3].
2021—2024 çулсенче Чăваш Республикин çыравçă профессионалсен пĕрлешĕвне ертсе пынӑ, 2024 ҫултан — Раҫҫей ҫыравҫисен Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ[1].
Пултарулӑх
Пӗрремӗш сӑввисене шкулта вӗреннӗ чухне район хаҫатӗнче пичетленӗ. Каярах «Ҫил ҫунат», «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче калавсем пичетленӗ: «Хӑрнӑ вӗрене», «Адвокат», «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..» тата ыттисем те[1].
«Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче пӗрре мар ҫӗнтернӗ: 2010 ҫулта — «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнеке; 2012, 2015, 2018—2019 ҫулсенче — «Упраймарӑм сана» романӑн 1-3-мӗш кӗнекисем.
Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи: 2015 ҫулта «Сарӑ кӗпе» алҫырупа, 2020 ҫулта — «Кушак» алҫырупа, «2023 ҫулта «Интернетри юрату» алҫырупа[4].
Кӗнекисем
- Кая юлнӑ ӳкӗнӳ: повесть / Улькка Эльмен; [художникӗ С. А. Бритвина]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2002. — 207 с.
- Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?: повеҫсем, калав / Улькка Эльмен. — Шупашкар, 2001. — 207 с.
- Сарӑ кӗпе : повесть, калав: [аслӑ классем валли] / Улькка Эльмен; [ӳнерҫӗ И. В. Алексеев; редактор В. Г. Кошкин]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2016. — 95 с.
- Ҫирӗп чунлисем телейлӗ: повеҫсем, калав / Улькка Эльмен. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2010. — 624 с.
- Упраймарӑм сана…: роман. [1-мӗш кӗнеке] / Улькка Эльмен. — Шупашкар, 2012. — 285, [1] с.
- Упраймарӑм сана…: роман. 2-мӗш кӗнеке / Улькка Эльмен. — Шупашкар, 2015. — 295 с.
- Упраймарӑм сана…: роман. 3-мӗш кӗнеке / Улькка Эльмен ; [художникӗ А. И. Алексеев]. ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 302, [1] с.
- Пурнӑҫ сулӑнка лексен (2022);
- Интернетри юрату (2024).
Хисепӗсем
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2020);
- Иван Ивник ячĕллĕ литература премийӗн лауреачĕ (2010);
- Анатолий Емельянов ячĕллĕ литература премийӗн лауреачĕ (2022);
- «За большой вклад в русскую литературу» Пушкин ылтӑн медалӗ (2023)[1];
- Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ;
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ;
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Вӑрнар районӗн депутатсен пухӑвӗн Ярмушка суйлав участокӗпе икӗ суйлаври депутачӗ (2010—2015, 2015—2020).
- Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн президиумӗн пайташӗ, ентешлӗх ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнче(выр.)чăв. ҫапӑҫакан ентешсене пулӑшу кӳрес тӗллевпе йӗркелекен мероприятисене хутшӑнать.
Ҫемье
- Упӑшки — Куликов Иван Николаевич (08.10.1960—10.11. 2011).
- Ывӑл — Алексей (1983);
- Хӗрӗсем — Анастасия (1985), Екатерина (1988).
- Пурӗ 12 мӑнук.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Куликова, Ольга Геннадьевна (писатель; 31.08.1961) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ А. Ф. Мышкина. Эльмен Улькка (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) (выр.). Чувашское книжное издательство. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Определены авторы рукописей книг для детей и юношества на чувашском языке (выр.). Чувашское книжное издательство (27 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
Вуламалли
- Кузнецова, Н. Ырӑпа усал хушшинче / Н. Кузнецова // Хыпар. — 2002. — 10 кӑрлач. — С. 3.
- Лукина, Е. Сӑнарсем туртса кӗрсе каяҫҫӗ, хама та итлемеҫҫӗ / Е. Лукина // Хыпар. — 2023. — 2 ҫӗртме/июнь (№ 59/60). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Сергеева, Г. Эльмен тата унӑн сӑнарӗсен шӑпи / Г. Сергеева // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2004. — 9 утӑ (№ 27). — С. 11.
- Смирнова, Н. Ачасем те, аслисем те килӗштереҫҫӗ / Н. Смирнова // Хыпар. — 2021. — 10 авӑн/сентябрь (№ 99/100). — С. 16 : сӑн ӳкерчӗк.
- Станьял, В. Камӑн кама пулӑшмалла? : [Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» романӗ ҫинчен] / В. Станьял // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2015. — 8 май/ҫу (№ 17). — С. 10.
- Степанова, Э. Улькка Эльмен хӑйӗн ҫӑлтӑрне тупнӑ / Э. Степанова // Хыпар. — 2001. — 30 ҫурла. — С. 4.
- Эльмен, У. Ачалӑх телейсӗр пулмасть : [асаилӳ] / У. Эльмен // Асамлӑ ачалӑх : асаилӳсем, калавсем, сӑвӑсем / ӳнерҫи Н. В. Андреева ; О. Л. Федорова пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар, 2024. — С. 146-155 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Эльмен, У. Ӑшра пуррине каласа хӑварас килет : [ҫыравҫӑпа калаҫни / В. Николаев ҫырса илнӗ] // Тӑван Атӑл. — 2020. — № 12. — С. 70-80 : сӑн ӳкерчĕксем.
- Эльмен, У. Ҫирӗп чунлисем — телейлӗ / У. Эльмен ; пичете А. Тарасов хатерленӗ // Хыпар. — 2015. — 15 сентябрь/авӑн. — С. 8-9 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Эльмен, У. Ҫирӗп чунлисем телейлӗ / У. Эльмен ; пичете А. Сенькова хатӗрленӗ // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 11. — Прил.: с. 2-10. — (Сунтал)
- Эльмен, У. Ҫирӗп чунлисем — телейлӗ : [ҫыравҫӑ хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен] / У. Эльмен ; пичете А. Тарасов хатерленӗ // Хыпар. — 2015. — 15 сентябрь/авӑн. — С. 8-9 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Эльмен, У. Хайлавӗсем чуна упрама хистеҫҫӗ : [чӑваш ҫыравҫипе Улькка Эльменпе калаҫни / У. Эльмен ; А. Тарасов, Н. Смирнова ҫырса илнӗ] // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015. — 22 декабрь/раштав (№ 8). — С. 15 : сӑн ӳкерчӗк.
- Алексеева, Т. А. Сильного человека трудности только закаляют / Т. А. Алексеева // Республика. — 2013. — 18 дек. (№ 57). — С. 7.
- Афанасьев, П. Улькка Эльмен (Куликова Ольга Геннадьевна) / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 522.
- Куликова, О. Ольга Куликова: «Руководить и писать дело нелегкое…» : [беседа с генеральным директором ООО «Вурнарыдорстрой», чувашским писателем / зап. М. Тюгаев] // Молодой комсомолец в Чувашии.. — 2015. — 24 июня (№ 25). — С. 6-7 : фот. цв.
- Куликова Ольга Геннадьевна // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 152.
- Куликова Ольга Геннадьевна // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 235.
- Мышкина, А. Ф. Эльмен Улькка (Куликова Ольга Геннадьевна) / А. Ф. Мышкина // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 669.
- Ольга Куликова // Советская Чувашия. — 2014. — 2 апр. — С. 5.
- Прошел творческий вечер Улькка Эльмень // Тӑван. — 2016. — Сентябрь (№ 9). — С. 4 : фот. цв.