Ялав (журнал)
Пĕрлехи хыпарсем
Çак капăрлатнă публицистикăпа литературă журнал страницисенче паянхи чăваш çырăвçисемпе сăвăçисен ĕçĕсем тухаççĕ. Кунта сатирăпа тиркев йывăрлăхĕсем пирки çыракан публицистика, очерк, сăвă-юрă пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ [1]. Çавăн пекех журналта вулакансен шухăшĕсем, паллă чăвашсен республикăри çивĕч ыйтусем пирки каланисене çырса кăлараççĕ.
Истори
1924 çулхи утăн 25-мĕшĕнче пĕрремĕш номерĕ тухнă. Ун чухне Сунтал ятлă. ТҪАВ тăпхăрĕнче журнала кăларайман. 1946 çулхи кăрлач уйăхĕнче журналăн çĕнĕ пурнăçĕ пуçланнă — Ялав ячĕпе.
1984 çулта журнал "Хисеп палли" ордена тивĕç пулнă.
Ялав журналĕ пур тапхăрта пултаруллă чăваш литераторĕсене пуçтарнă: Петӗр Хусанкай, Яков Ухсай, А. Алка, Илпек Микулайӗ, Хветĕр Уяр, А. Артемьев, К. Турхан, А. Талвир т. ыт. те.
Редакторсем
Пĕрремĕш номерĕсен редакторĕ Канаш хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Ют пулнă. Ун хыççăнах Н. Шупуççынни, Ҫемен Элкер, Уйӑп Мишши тата ыттисем те редакторта вăй хурса ĕçленĕ.
30 çул ытла Юрий Сементер редактор пулса ĕçлет.
Ӑнлантарусем
- ^ Чăваш Енĕн чи ватă журналĕ çул тултарать 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
| Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |