Аургаза хыпарҫи

Аургаза хыпарҫиПушкӑртстан Республикин Авӑркас районӗнче эрнесерен чăвашла тухакан обществӑлла-политӑкӑлла хаçат.

Хаҫат дубляж мелӗпе тухса тӑрать, тӗп кӑларӑмӗ вырӑсла — «Аургазинский вестник». Ҫавӑн пекех тутарла та тухса тӑрать — «Аургазы хэбэрчесе».

Хаҫат редакцийӗ Пушкӑртстан Республикин Авӑркас районӗн Тӑлпас ялӗнче вырнаҫнӑ.

Кунҫулӗ

Хаҫат 1933 ҫулта тухма пуҫланӑ, вӑл КПСС Авӑркас райкомӗн тата Авӑркас район ӗҫҫынни депутачӗсен Канашӗн кӑларӑмӗ пулнӑ[1].

1962 ҫулччен «Ленин ҫулӗпе» ятпа тухса тӑнӑ. 1965 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кӑларман[1].

1965—2006 ҫулсенче «Ҫӗршыв ҫулӗ» ятпа тухса тӑнӑ[1].

2006 ҫултанпа — «Аургазӑ хыпарҫи».

Тӗрлӗ ҫулсенче редакторсем И. Андреев, Н. Федоров, М. Д. Сафронов, В. М. Никитин, Н. Николаев, Г. Габбасов, Р. С. Зайнагутдинов, С. А. Баккулова, И. З. Мифтахов тата ыттисем пулнӑ[1].

Хальхи вӑхӑтра

Хаҫатӑн учредителӗсем — Пушкӑртстан Республикин Пичет тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен агентстви тата «Республика Башкортостан» Пушкӑртстан Республикин Издательство ҫурчӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ.

Тӗп редакторӗ — Каримова Альфира Хакимьяновна[2].

Хаҫат эрнере пӗр хутчен хура-шурӑ тӗспе тухать. Тиражӗ — 1 пине яхӑн. Формачӗ — 12 А3.

Редакци хаҫатӑн интернет-версине те аталантарать.

Темисем

Хаçат Авӑркас районӗн тата Пушкӑртстан Республикин обществӑпа политика пурнӑҫне ҫутатса тӑрать. Ҫавӑн пекех чăваш чĕлхипе культурине упрасси тата аталантарасси, йăла-йĕркесем, паллă çынсем çинчен ҫырать.

Çыхăну

Редакцин почта адресӗ: 453480, Авӑркас районӗ, Тӑлпас ялӗ, Первомайски ур., 10 ç.

Телефон номерĕ: 8-347-452-18-45, 8-347-452-18-45, 8-347-452-01-67.

Электрон адресĕ: aurgazi_vest_new@mail.ru[3]

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 35-36. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.

Çавăн пекех

Каçăсем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 75 лет газете «Аургазӑ хыпарҫи» (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (9 ҫурлан 2008).
  2. ^ Руководство (выр.). Аургазинский вестник.
  3. ^ Наши контакты (выр.). Аургазинский вестник.