Халăха вĕрентес ĕç (журнал)

Халăха вĕрентес ĕç (выр. Народное просвещение) — Чăваш АССРӗнче 1926—1933 ҫулсенче тухса тӑнӑ педагогика журналӗ.

1992 ҫулта журнала «Халӑх шкулӗ — Народная школа» ятпа чӗртсе тӑратнӑ[1].

Кун-çулĕ

1926 çулта Иванов Павел Иванович пуçарса янипе тухма тытăннă. Унӑн учредителӗ Чӑваш АССР Халӑха вӗрентес ӗҫӗн халӑх комиссариачӗ пулнӑ. Нумай тиражлӑ педагогика журналӗ шутланнӑ. Чӑвашла тухнӑ. 1926—1933 ҫулсенче тухса тӑнӑ[2].

Журнала 1992 ҫулта тепӗр хут кӑларма пуҫланӑ. «Чӗртсе тӑратнӑ журналӑн пӗрремӗш номерӗ 1992 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унӑн хальхи ячӗ — «Халӑх шкулӗ = Народная школа». Чӑвашла тата вырӑсла тухать. Журнал вӗренӳ ӗҫӗнче пулса иртекен пулӑмсене ҫутатать, малта пыракан педагогика технологисемпе, ҫӗнӗ кӗнекесемпе тата вӗренӳ программисемпе паллаштарать. Паллӑ ҫынсен — педагогсен, чӗлхеҫӗсен, литературоведсен, историксен тата ыттисен — материалӗсем пичетленеҫҫӗ. Журналӑн учредителӗсем малтанласа Чӑваш Республикин Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви тата журнал редакцийӗ пулнӑ, халӗ — Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ.

undefined

Журнал редакторĕсем

«Халӑха вӗрентес ӗҫ»

  • Иванов Павел Иванович
  • Алендеев Г. Т.
  • Титов А.
  • Трофимов А.
  • Иванов Александр Иванович
  • Сергеев Михаил Сергеевич
  • Иварбеев Василий Иванович

Иванов Павел Иванович

«Халăха вĕрентес ĕç» журналăн пуҫаруҫи тата пĕрремĕш редакторĕ — Павел Иванович Иванов (1884—1942), вăл Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи (малтан Çĕрпӳ уесне, районне кĕнĕ) Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялĕнче çуралса ӳснĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, патшалăх ĕçченĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен (1905) тата Хусан университечĕн физикӑпа математика факультетĕнчен (1916) вӗренсе тухнӑ, 20 учебникпа пособи (математикăпа, физикăпа, геометрипе, чăваш шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентес меслетсем) авторĕ, Чăваш ен тĕпчев пĕрлĕхĕн секретарĕ тата председателĕ пулнă. 1925 ҫулта Чӑваш АССР халăха вӗрентес ӗҫ халӑх комиссарӗн ҫумӗ пулса тăнă, 1926 ҫулта Атăлçири пĕрремĕшсенчен пӗри педагогика журналĕ уçнă. Унăн шӑпи синкерлӗ. Ăна, педагогика тата ял хуçалăх институчĕсен доцентне, 1937 ҫулта буржуазла националист тесе айăпланă та лагерьте тӗп тунӑ. Вăл журнал пуçĕнче тăни çинчен энциклопедисенче асăнмаççĕ. Павел Иванович вара нумай енлĕ пултарулăх çын пулнă[3].

Иванов Александр Иванович

Журналăн тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш редакторĕсен шӑписем те синкерлӗ. Тăваттăмĕш редактора Александр Иванович Иванова (1897—1942), журналиста, редактора, Кĕнеке палатин директорне, 1937 ҫулта репрессиленĕ, вăл çурçĕр лагерӗсенче вилнĕ[3].

Сергеев Михаил Сергеевич

Пиллĕкмĕш редактор — Михаил Сергеевич Сергеев (1897—1942) — Етĕрне уесӗнче çуралса ӳснĕскер, Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе Мускав университетне вӗренсе пӗтернӗ, Чӑваш АССР халăха вӗрентес ӗҫ халӑх комиссарĕ, Чăваш тĕпчев институчĕн директорĕ, кĕнеке издательствин директорĕ пулнӑ. 1942 ҫулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче тӗрмере вилнӗ[3].

Иварбеев Василий Иванович

Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тăвай муниципаллӑ округне кӗрет) Енӗш Нӑрваш ялĕнче ҫуралнӑ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш АССР халăха вӗрентес ӗҫ халӑх комиссарĕ, Чӑваш АССР Госпланĕн председателĕ пулнă[3].

«Халӑх шкулӗ = Народная школа»

  • Никитин А. П. (1992—1993);
  • Моисеев Пётр Васильевич (1994—2006);
  • Матвеев Сергей Владимирович (2006—2007);
  • Морозов Николай Васильевич (2007—2017);
  • Волкова А. В. (2017—2018);
  • Прокопьев Олег Иванович (2018 ҫултан).

Архивсенче

  • Чӑваш Республикин Кӗнеке палатинче «Халӑха вӗрентес ӗҫ» журналӑн пур номерӗ те пур, вӗсене цифрӑланӑ.
  • Ҫавӑн пекех палатӑн пухмачӗнче «Халӑх шкулӗ = Народная школа» журналӑн 1992 ҫултан пуҫласа хальчченхи электронла версийӗсем пур[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ История на страницах периодики. Журналы (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ Халӑха вӗрентес ӗҫ (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Нелли Пальмова. Образование: «Народная школа» — энциклопедия чувашской педагогики (выр.). Чувашский народный сайт (20 пушӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Новые коллекции электронной библиотеки Чувашской Республики (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (9 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 482. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.

Категорисем