Хатĕр пул (журнал)

Хатĕр пул (выр. Будь готов), — чăвашла пичетленсе тухакан шкул ачисен журналĕ.

Истори

1929—1941

1928 çулхи акан 12—13-мĕшĕсенче ПРКП(б) Чăваш обкомĕн секретариачĕ пионерсем валли журнал пичетлеме кирлĕ пирки çирĕплетнĕ. Журналăн пĕрремĕш номерĕ (3000 экземпляр) 1929 çулхи нарăс уйăхĕнче Шупашкарта кун çутине тухнă. Журнал 1,25 - 2,0 пичет листи калăпăшĕпе пичетленнĕ. Уйăхра пĕрре тухнă.

Журнал пионерсемпе шкул ачисем валли пичетленнĕ, кăлараканĕ — Чăваш АССР ВЛКСМ обкомĕ тата Чăваш АССР халăх çутĕçĕн комиссариачĕ.

Авторсем: Кудрявцев-Ильин М. И., Уйӑп Мишши, Мархва Трубина, П. Митта, И. Малкай, Л. Агаков, В. Митта, В. Алагер, С. Лашман, К. Чулкаç.

Журнал редакторĕсем

И. Я. Яковлев, П. Иванов, В. Марковников, А. С. Сымокин, А. Пушкин, Л. Я. Агаков, И. М. Алтын-Баш, М. Огородников, А. Д. Кăлкан, Пурхи Ахван (1977 - 1985) тата ыт.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каçăсем