Кăлкан Александр Дмитриевич
Александр Калган | |||
Çуралнă чухнехи ят: | Антонов Александр Дмитриевич | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1911 раштав, 25 | ||
Вилнĕ вăхăт: | 1988 чӳк, 19 | ||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР | ||
Ĕçлев тĕсĕ: | поэт, драматург, тăлмач, редактор | ||
Тĕлĕ: | поэзи, проза | ||
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш | ||
Чыславсем: |
|
Кăлкан Александр Дмитриевич (паспортпа: Антонов, 1911, раштав, 25, Çĕн Мертлĕ ялĕ, Пăва районĕ, Тутар АССР — 1988, чӳк, 19, Шупашкар) — сăвăç, драматург, тăлмач.
Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. «Хисем палли» орденне тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
1911 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Çĕн Мертлĕ ялĕнче çуралнă.
Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче тата педагогика институтĕнче, Мускаври литература аслă курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ.
«Хатĕр пул» журналăн редакторĕ пулнă. «Пионер сасси» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Ӳнер управлениĕнче вăй хунă.
1988 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Ĕçĕсем
Вăл сăвăсем, юптарусем, пьесăсем çырнă. «Алим», «Анисса», «Авлантарчĕç», «Маргарита тавăрать» тата ытти пьесăсен пĕлтерĕшĕ халĕ те чакман.
Александр Калкан çавăн пекех нумай куçарнă. Çав шутра А. Островский, Н. Гоголь, Н. Погодин тата ыттисен пьесисем те пур.
Пичетленсе тухнă кĕнекесем:
Вырăсла тухнă кĕнекесем:
- «Басни» (Юптарусем, 1966);
- «Лето красное» (Хитре çу);
Асăнмалăх
- Александр Кăлкан çуралнăранпа 100 çул тултарнине палăртса ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçĕн сценарииĕ[1]
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Тĕрлĕ енлĕ талант( ӗҫлемен каҫӑ)
- Александр Кăлкан
- Чăваш литературин классикĕсем
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
«Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|