Уйӑп Мишши

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Уйӑп Мишши (Уйӑп; чӑн ячӗ тата хушамачӗ Шумилов Михаил Данилович; 1911 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ, Мӑштавӑш, Хусан кӗпӗрни[1]1970 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи тата тӑлмачӗ, редактор. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи Мӑштавӑш ялӗнче[1] хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Шӑнкасри пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1928 ҫулта Шупашкарти шкул-коммунӑна вӗренме кӗнӗ. 1927–1930 ҫулсенче Шупашкарти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1930 ҫулта Михаил Шумилов малалла Горькийри педагогика институчӗн историпе экономика факультетӗнче пӗлӳ илме пуҫланӑ. Институтран вӗренсе тухсан Чӑваш ял хуҫалӑх рабфакӗнче истори преподавателӗ пулса ӗҫленӗ.

1933–1935 ҫулсенче СССР НКВД ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, кайран 1939 ҫулччен «Сунтал» журналӑн редактор ҫумӗ тата яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш АССРӗн Писательсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ пулнӑ.

1939 ҫулхи кӗркунне ӑна каллех СССР НКВД ҫарне чӗнсе илнӗ, унта вара вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланине кӗтсе илнӗ. 1941 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнчи СССР НКВД ҫарӗсен Политика Управленийӗн 1941 ҫулхи 88-мӗш №-лӗ приказӗпе Шумилов Михаил Данилович 2 рангри техник-интенданта 23-мӗш мотострелок полкне нумай тиражлӑ хаҫат редакторне лартнӑ (ку вырӑна йышӑниччен 12-мӗш армин политпайӗн агитаципе массӑллӑ ӗҫӗн инструкторӗ пулнӑ). 1945 ҫулхи кӑрлача уйӑхӗ тӗлне — СССР НКВД ҫарӗн 16 дивизин политпай кадрӗсен аслӑ лейтенанчӗ, аслӑ инструкторӗ. 1945 ҫулта — капитан, кайран — майор.

1952 ҫулта демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ, ӑна Чӑваш писателӗсен пӗрлӗхӗн правлени председательне суйланӑ. 1954–1957 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» альманаха редакциленӗ, 1957–1962 ҫулсенче — правлени литконсультанчӗ, 1968–1970 ҫулсенче — ЧАССР Писательсен пӗрлӗх правленийӗн яваплӑ секретарӗ.

Уйӑп Мишши литературӑри ӗҫне общество ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ: ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн парти организацийӗн секретарьне ӑна пӗрре мар суйланӑ, КПСС Чӑваш обкомӗн членӗ пулмалли кандидат, КПСС Шупашкар хула комитечӗн пайташӗ, ЧАССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ тата халӑх депутачӗсен хула канашӗн депутачӗ пулнӑ.

Михаил Шумилов 1970 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Пултарулӑхӗ

Уйӑп Мишшин малтанхи сӑввисем, «Пирӗн вӑхӑтри ҫамрӑксем», «Салам», «Ленин Мавзолейӗнче» 1925 ҫулта «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫат страницисенче, «Ӗҫлекенсен сасси» журналта пичетленнӗ. 1930 ҫулта, сӑвӑҫ 19 ҫулта чухне, пичетрен унӑн пӗрремӗш сӑвӑ пуххи тухнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Уйӑп Мишши йыхравлӑ сӑвӑсем ҫырать: «Малалла — хӗвеланӑҫнелле», «Ҫӗр анне ҫунать», «Украина», «Ан ман». Унӑн «Фронтри туссене», «Партизан калавӗсем» сӑввисем, «Салтак амӑшӗ» поэма, «Капут!», «Эрзац атӑ», «Мускав ҫитеймен фриц» ҫивӗч сатирӑллӑ сӑвӑсем питӗ кӑсӑклӑ шутланаҫҫӗ.

Уйӑп Мишшин сӑввисен лирикӑлла геройӗ — хӑйӗн тӑван халӑхӗн ӗҫӗсемпе, шухӑшӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ, хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне вӑйлӑ юратакан ҫын. Поэтӑн сӑввисен тематики тӗрлӗ енлӗ: Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешесси, патшалӑх чиккине хураллакан совет воинӗсем («Поляр ҫӑлтӑрӗ», «Карели каҫӗ калама ҫук капӑр...»), хӑйӗн ҫӗршывӗшӗн мӑнаҫланни («Ӗмӗрсен ӗмӗчӗ», «Тӑван ҫӗршыв»), фронтри салтаксем («Фронтри туссене»), хӑйсен пархатарлӑ ӗҫне тӑвакан ӗҫ ҫыннисем («Ҫӗнӗ кил»), тӗнче уҫлӑхне алла илни («Вӗҫет ракета»).

Уйӑп Мишши ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, Ҫурҫӗре тата Инҫет Тухӑҫа парӑнтаракансем ҫинчен очерксем ҫырнӑ, вӗсем «Инҫе ҫулсем тӑрӑх» (1960) кӗнекене кӗнӗ. Турист пек вӑл Анӑҫ Европӑри ҫӗршывсенче тата Кубӑра пулса курнӑ — ҫак ҫулҫӳревсене пула «Кай енче» тата «Куба — ирӗклӗ утрав» очерк кӗнекисем ҫуралнӑ.

Поэт илемлӗ куҫару енӗпе те ӗҫленӗ. Вӑл М. Горький, Н. Гарин, А. Чехов, М. Шолохов, Я. Купала, Джамбул тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Уйӑп Мишши ача-пӑча ҫыравҫи пек те паллӑ. Шкул ачисем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе юрӑсене ҫак кӗнекесенче пухса кӑтарнӑ: «Пирӗн юрӑ» (1940), «Телейлӗ ачасем» (1953), «Ҫурхи вӑйӑсем» (1956). 1962 ҫулта кун ҫути курнӑ «Ачалӑх кунӗсем» автобиографиллӗ повеҫре поэт XX ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчи чӑваш ачисен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать.

Критиклени

Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗнче пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ май Уйӑп ӗҫне япӑх енчен хакланӑ. 1976 ҫулта КПСС Чӑваш обкомне янӑ ҫырӑвӗнче Геннадий Айхи поэт чӑваш сӑвӑҫисене хӗсӗрленинче Уйӑп Мишшин яваплӑхӗ пуррине палӑртать.

Суя шухӑшсене, тӗрӗсленмен сас-хурана, саккуна пӑсса политика тӗлӗшӗнчен айӑплава тӗпе хурса ҫапла мана хирӗҫ Чӑваш Енре пӗрремӗш хут мар ҫак кампание пуҫарнӑ. Эпӗ пӗр теҫетке яхӑн унашкаллисене шутласа тухма пултарӑттӑм. Чи усаллисене ҫеҫ асӑнса тухӑп, ҫакӑнпа ҫырлахӑп. 1958 ҫул — А. М. Горький ячӗллӗ литература институтӗнче мана хирӗҫ пуҫарнӑ «ӗҫе» Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗ хутшӑнни, унта мана «социализмла реализм меслечӗн никӗсӗсене хавшатакан сӑвӑсен тӑшманла кӗнекине ҫырнӑшӑн» (ҫак «ӗҫ» тавра пуҫтарнӑ ятарлӑ ларӑвӑн резолюцийӗнче ҫакӑн пек официаллӑ ҫырса хунӑччӗ; сӑвӑсем вара ун хыҫҫӑнхи ҫулхине Чӑваш Енре те, хӑш-пӗр Европӑри ҫӗршывсенче те пичетленчӗҫ, апла пулин те ниҫта та нимӗн те хавшамарӗ пулас) айӑпланӑччӗ. 1959 ҫул — мана Б. Л. Пастернакпа туслӑ пулнӑшӑн хӗсӗрлени. 1960 ҫул — эпӗ вилес патне ҫитнӗ анне ҫумӗнче тӑван ялта пурӑнатӑп, Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗнчен вара ман «ӗҫе» тишкерме вуншар-вуншар ҫыру ярса мана Шупашкара килме йыхрав яраҫҫӗ, каллех — «Пастернак ӗҫӗ» тавра. Ҫав вӑхӑтрах Патӑрьел райканашӗн сессийӗнче пурин умӗнче те ман пирки официаллӑ майпа сӑнаса тӑракан «тӑшман элеменчӗ» тесе пӗлтереҫҫӗ. «Ӗҫ» хыҫҫӑн «ӗҫ»! Ҫав ҫулах — «студентсен ӗҫӗ» ятлӑскер; Чӑваш педагогика институчӗн студенчӗсене (эпӗ вӗсене палламан та) «Айхи пултарулӑхне сарнӑшӑн» айӑплаҫҫӗ. Ҫак кампанисенчен хӑш-пӗрне Сталин репрессийӗсен ҫулӗсенче чӑваш интеллигенцийӗн чи лайӑх ҫыннисене хӗсӗрленипе паллӑ М. Шумилов-Уйӑп пуҫарса ертсе пынӑ (унӑн усал «­ӗҫӗ-хӗлӗ» ҫинчен мана хамӑрӑн чи аслӑ поэтсем Митта Ваҫлейӗпе Петӗр Хусанкай пехиллесе хӑварнӑ теме пултаратӑп).[2].

Хисепӗсем

  • ЧАССР Аслӑ Канаш Президиумӗн грамоти (1961);
  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1970);
  • 4 медаль (1945 ҫул тӗлне).

Астӑвӑм

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Халӗ — Чӑваш Республикин Шупашкар муниципаллӑ округӗ.
  2. ^ Геннадий Айги. Письмо в Чувашский обком КПСС // Собрание сочинений. Т. 4. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2019. — . — ISSN 978-5-7670-2829-9.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем