Галкин Александр Алексеевич

Александр Алексеевич Галкин (1928 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ, Чулкаç, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2002 ҫулхи акан 9-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей ҫыравҫи, поэчӗ тата куçаруçи[1][2].

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӗҫченӗ (1977), Чăваш Республикин халăх поэчӗ (1997). СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1963).

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1928 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă.

1948 çулта Калининри педагогика училищинче, 1953 çулта Чăваш педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче редактор, «Тăван Атăл» журналта тĕп редактор, «Капкăн» журналăн литература пайӗн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

2002 çулхи акан 9-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăхӗ

Александр Галкин хăйĕн литература пултарулăхне нумай енчен кăтартнă. Вăл сăвăсем, поэмăсем, калавсем, юптарусем çырнă. Çавăн пекех нумай куçарнă. Ачасем валли те нумай хайланă.

Унăн пĕтĕмпе 30 ытла кĕнеке пичетленсе тухнă[3]:

  • «Пĕчĕк ĕçченсем» («Заботливые малыши», 1958);
  • «Сурăм шарлакĕсем» («Сорминские пороги», 1961);
  • «Хăрушă тĕлĕк» (1969);
  • «Пурнăçра — пĕр мыскара»;
  • «Сĕрен кĕперĕ умĕнче»;
  • «Тăван тавралăхра» («В родном краю», 1959);
  • «Кукăр пăшал»;
  • «Сиплĕ сăмах»;
  • «Вăйăран вăкăр»;
  • «Туссем» («Друзья»);
  • «Хĕвел тухсан» («Восход»);
  • «Хаваслă ачасем» («Весёлые ребята») тата ыттисем.

Вырăсла тухнă кĕнекесем: «Слёзы дождя» (1968), «Смех не для всех» (1970), «Я и мои друзья» (1975)[4]. Тутарла пĕр кĕнеке тухнă.

Унăн сăввисемпе Ф. Лукин, Г. Лебедев, Г. Хирбю, А. Асламас тата ытти композиторсем икçĕре яхăн юрă хывнă. Паллă юрăсем хушшинче — «Шупашкар каçĕсем», «Кăвак чечексем», «Санпа кăна», «Сурăмпала Выла хушшинче», «Аннене», «Çĕмĕртсем ларсассăн çеçкене», «Мĕн кирлĕ-ши?»[5].

Хисепӗсем

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӗҫченӗ (1977);
  • Чăваш Республикин халăх поэчӗ (1997).

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Галкина Валентина Митрофановна(выр.)чăв. (1927—2017), Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Астăвăм

  • 2009 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин проспекчĕн 25-мĕш çурчӗ çинче, çак çуртра поэт 1968–2000 çулсенче пурăннă, мемориал хăми уçнă. Пуҫаруҫи — Чăваш Республикин профессиллӗ çыравçӑсен пӗрлӗхӗ, хăми авторĕ — Чӑваш Республикин халах художникӗ Владимир Нагорнов[6].
  • Тăван ялĕнче — Чулкаçра (Элĕк районĕ) — поэтăн мемориал хăми пур[7].
  • Поэта асӑнса Шупашкарта, тӑван районӗнче пултарулӑхпа астӑвӑм каҫӗсем ирттереҫҫӗ.

Вуламалли

  • «Аликовская энциклопедия», редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • «Чăваш литературин антологийĕ», Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм, Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
  • Айдаш, Ю. Кун–çулăн анлă тĕкĕрĕ / Ю. Айдаш // Тăван Атăл. – 2006. – № 4. – С. 2-3.
  • Александр Галкин // Çилçунат. – 1999. – № 10. – С. 25.
  • Галкин, А. Çулсем иртсен / А. Галкин // Тăван Атăл. – 1996. – № 3. – С. 5-6.
  • Гордеева, Н. Хисеплĕ ҫынна манмастпăр / Н. Гордеева // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 2008. – 1 пуш. – С. 2.
  • Григорьев, Н. Пур кăмăлтан // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарла чĕлхе / Н. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 159-171 ; |авах // Григорьев, Н. Еçпе ĕмĕт / Н. Григорьев. – Шупашкар, 1985. – С. 78-92.
  • Eливанова, Г. «Эп ăсатнăн туйрăм хамăн пурнăçа...» / Г. Eливанова // Хыпар. – 2003. – 9 ака
  • Eнейкина, Г. Ăcталăх пархатарĕ / Г. Eнейкина // Тăван Атăл. – 1993. – № 3. – С. 66–70.
  • Eфимов, Л. А. Александр Алексеевич Галкин // Eфимов, Л. А. Элĕк енĕ : историпе краеведени очеркĕсем / Л. А. Eфмиов. – Элĕк, 1994. – С. 278–279.
  • Ларионов, Н. Кĕнеке – чун апачĕ / Н. Ларионов // Çĕнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2009. – 24 кăрлач.
  • Луч, Г. Кулăш ăсти / Г. Луч // Чăваш ен. – 1998. – 7–14 нарăс (№ 5). – С. 5.
  • Луч, Г. Унăн поэзийĕ çирĕп тĕллевлĕ / Г. Луч // Хресчен сасси. – 1998. – 11 нарăс.
  • Сементер, Ю. Çĕн йĕркелӳ мыскарисем / Ю. Сементер // Хыпар. – 1996. – 21 пуш.
  • Элментер, И. Тивĕçлипе хакланă / И. Элментер // Хыпар. – 2000. – 13 авăн.
  • Антонова, З. С. Галкин Александр Алексеевич / З. С. Антонова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 396-397.
  • Афанасьев, П. Галкин Александр Алексеевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 91-92.
  • Галкин Александр Алексеевич : [некролог] // Совет. Чувашия. – 2002. – 11 апр.
  • Григорьев–Изембек, И. Семь граней таланта / И. Григорьев–Изембек // СЧ – Столица. – 1997. – 18 нояб. – С. 4.
  • Из личной библиотеки – в Национальную // Совет. Чувашия. – 2002. – 30 окт.
  • Красотина, М. Знакомил чувашей с Пушкиным и Есениным / М. Красотина // Совет. Чувашия. – 2009. – 2 июля. – С. 3.
  • Петрова, М. «Поэзия его была многогранна...» / М. Петрова // Порецкие вести. – 2008. – 13 февр. – С. 3.
  • Семендер, Ю. «Eдкие» строки / Ю. Семендер // Совет. Чувашия. – 1998. – 25 февр.
  • Тимуков, А. Н. Галкин Александр Алексеевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 120.
  • Тихоход, Н. Дом поэта : [об установлении мемориал. доски нар. поэту Чувашии Александру Галкину] / Н. Тихоход // Чебоксар. новости. – 2009. – 2 июля. – С. 1. – (Дела столичные).
  • Ялгир, П. Галкин Александр Алексеевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 27–28.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Галкин Александр Алексеевич. Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Галкин Александр Алексеевич. Чăваш Енĕн культура еткерĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Виртуальная выставка «Александр Галкин — чувашский поэт и прозаик». Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ «Я готов петь всю жизнь…» Чăваш наци музейĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ Александр Галкинăн 85 çул тултарнă май. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ В Чебоксарах открыта мемориальная доска народному поэту Чувашии Александру Галкину. Советская Чувашия (2 утӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ Виртуальная выставка «Александр Галкин — чувашский поэт и прозаик». Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем