Лебедев Герман Степанович
Герман Степанович Лебедев (1913 ҫулхи акан 28-мӗшӗ, Салапайкасси, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1980 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет композиторĕ, музыкантссен пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ хормейстерĕ.
Кун-çулĕ
1913 çулхи акан 28-мĕшĕнче чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă. Пуçламăш пĕлĕве Варпуç ялĕнче илнĕ, 5-8 классенче Анат Кĕнер ял шкулĕнче вĕреннĕ.
1930—1935 çулсенче Чăваш патшалăх музыкӑпа театр техникумĕнче инструктор (дирижёр-хор) тата композитор уйрăмĕсенче (В. М. Кривоносовăн сочинени класĕ) вĕреннĕ.
1932 çултанпа Чăваш патшалăх хорĕнче юрлама пуçланă.
1936—1940 çулсенче Чăваш АССРĕн Çĕмĕрле хулинчи йывăç тăвакан комбинатра пултарулăх ушкӑнне ертсе пынă. Çаплах пионер хорне тата ĕçлекенсен юрăпа ташă ансамблĕсене йĕркеленĕ, вĕсемпе 1940 çулхи çĕртме-утă уйăхĕсенче III республика халăх пултарулăх олимпиадине хутшӑннă.
Çав вăхăтрах (1937—1939) 2-мĕш хулари вăтам шкулта юрлама вĕрентнĕ тата музыка кружокĕсене ертсе пынă. 1940 çулхи кĕркунне ăна Мускава СССР композиторĕсен союзĕ çумĕнчи композиторсен квалификацине ӳстерекен уйăхлăх курсне янă.
1941 çулхи пуçламăшĕнче Шупашкарти музыка училищинче вĕренӳ пайне ертсе пыма хушнă (1941 çулхи çурларан — директор).
Çав вăхăтрах вăрçăн пĕрремĕш çулĕсенче баянпа юрăç пулса Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕсенче хутшăннă, унăн йышĕнче 1943 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенче Брянск тата Калинин фрончĕсене концертсемпе кайнă.
1943 çулхи юпаран 1975 çулхи çĕртмеччен — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче: 1966 çулччен — дирижёр-хормейстер, 1966 çултан 1975 çулччен — тĕп хормейстер.
Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх филармонийĕн (1945—1948) тата Чăваш радиовĕн вокал ансамблĕн (1951—1953) ертӳçи пулнă.
Вăл 1980 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче вилнĕ. Карачура çăвинче пытарнă.
Çемье
Арăмĕ — Анастасия Львовна Мигуськина, юрăç, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Пултарулăх ĕç-хĕлĕ
Г. С. Лебедев — Чăваш Енĕн чи паллă тата юратнă композитор-юрăçисенчен пĕри.
Сăнарсен халăхлăхĕ, халăх юрри жанрĕсемпе çыхăнни, музыкăн ирĕклĕ, ансат аталанăвĕ тата çĕнĕ мелоди шухăшĕсен нумайлăхĕ унăн юррисене анлă халăх массисен пурлăхĕ туса хунă.
Композитор пĕрремĕш чăваш профессионал музыканчĕсен йăлине малалла тăсакан пулнă.
Вăл хор ӳнерĕн аталанăвне пысăк витĕм кӳнĕ, унăн юрă-хор пултарулăхĕ çĕнĕ ăрусемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.
Паллă (тĕп) ĕçĕсем
Пултарулăхăн тĕп пайĕ — юрăсем; Герман Степанович 400 ытла юрă кĕвĕленĕ. В. Давыдов-Анатри, А. Алга, А. Эсхель, И. Ивник, И. Тукташ, П. Хусанкай, В. Урташ, Г. Ефимов, А. Катай, В. Веселов, Н. Ваçанкка, Г. Харлампьев, И. Малкай, Н. Евстафьев, А. Кӑлкан, Уйăп Мишши, А. Лукин, П. Халапсин, Стихван Шавли, Гр. Краснов, А. Новиков, Г. Айхи, А. Пономарёв, П. Градов тата ытти поэтсен сăввисене кĕвĕленĕ.
Хор валли çеç
- И. Тукташ: «Савниҫӗм» (Любимая)
- И. Ивник: «Юрӑҫсем», «Кил ҫуммийӗн, сад ҫуммийӗн»
- А. Эсхел: «Сӑпка юрри», «Пахчана ирех эп тухрӑм»
- В. Давыдов-Анатри: «Эпир пурте ӗҫченсем», «Кӗтсе ил, савниҫӗм»
- В. Веселов: «Атӑл ҫинче», «Шупка уйӑх шуса тухрӗ»
- Гр. Краснов: «Ҫӳлтен ҫуле»
- П. Градов: «Шупашкар пристанĕ»
Романссем
Автор пухăмĕсем
- «Тӑван ҫӗршыв юррисем», Шупашкар, 1954.
- «Тӑван ҫӗршыв ялавӗ», Шупашкар, 1959.
- «Чаплӑ ӗмӗр ҫыннисем», Шупашкар, 1967.
- «Пӗрле ӳснӗ тантӑшсем», Шупашкар, 1976.
- Хорсем. — М.: Советский композитор, 1976.
Илемлетнисем
40 яхăн
Халăх юррисене çырни
150 яхăн
Вокал-ташă сюитисем
- А. Эсхель сăввисем çине:
- «Праздник в колхозе», 1955;
- «Приглашаем на свадьбу», 1957;
- «Родная Чувашия», 1960;
- «Наша весна», 1961;
- П. Ялкир сăввисем çине: «Тĕлпулу», 1964;
- халăх сăмахĕсем: «Чăваш рапсодийĕ», 1967;
- В. Давыдов-Анатри тата А. Эсхель сăввисем çине:
- «Палăк», 1967;
- «Кай, кай Ивана», 1970;
- А. Пономарёв тата П. Маштков сăвви: «Чăваш тĕррисем», 1970;
- В. Давыдов-Анатри сăвви:
- «После трудового дня», 1972;
- «Акатуй», 1974.
Хор тата вокал пултару ĕçĕсем
Чăваш патшалăхĕн юрăпа ташă ансамблĕ валли:
- «Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче»
- «Атăлпа тăвалла»
- «Атăл çинчи асамат»
Симфони оркестрĕ валли
«Мăнаçлă марш», 1935 (пĕрремĕш выляни — Шупашкар, утă, 29 - 1935 ç., дирижёр С. Габер)
Вĕрсе каламалли йывăç инструменчĕсен квартечĕ
Чăваш халăх темисемпе прелюди тата фугăсем, 1935 (пĕрремĕш выляни — Шупашкар, утă, 29 - 1935 ç.)
Сĕрме купăс, виолончель тата фортепиано валли
«Колхоз хĕрĕсем», 1947
Фортепиано валли
Ача-пăча пьеси, 1934
Баян валли
Вокал-ташă сюитисем валли. «Чăваш ташши»
Спектакльсем валли
- Чăваш академи театĕнчре:
- П. Осипов. «Тӑван ҫӗршывра» (В родном краю), 1945
- А. Алга. «Юратсан» (Когда полюбишь), 1949
- И. Туташ, М. Белов. «Хурӑнлӑ ҫулпа» (По берёзовому тракту), 1958
- Г. Харлампьев. «Саврӑм эпӗ каччӑна» («Сердце девичье»), 1959
- А. Новиков. «Тусӑм, саншӑн мар-и» (Не для тебя ли, милая), 1959
- Г. Пласкин. «Семафор уҫӑлсан» (Семафор открыт), 1961
- Г. Краснов. «Хӑмла» (Хмель), 1974
- Çамрăксен театрĕнче:
- А. Васильев (Х. Уяр). «Шурча таврашӗнче» (Тенета), 1972
- Чăваш республикин пукане театрĕнче:
- М. Ухсай. «Теллей ҫулӗ» (Дорога счастья), 1949
- М. Ухсай. «Тамаша», 1956
- С. Павлов. «Маленький охотник», 1956
- С. Павлов. «Дед мороз»
- С. Павлов. «Аленушкин концерт»
- С. Павлов. «Заяц и лиса»
- С. Павлов. «Пурнӑҫ чечекӗ» (Цветок жизни)
- С. Павлов. «Песня о любви», 1968
- Е. Сперанский. «Краса ненаглядная», 1972
- М. Юхма. «Хӗвел тӗрри», 1976
- М. Юхма. «Пӳрнескепе унӑн тусӗсем», 1977
Пĕтĕм халăхăн чун кăмăлне Чăваш Енĕн гимнĕ пулса тăнă Илле Тукташ сăввисем çине кĕвĕленĕ «Тӑван ҫӗршыв» (Песня о Родине) юрăпа кĕрсе юлнă[1].
Чыславсемпе парнесем
- Чӑваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1945);
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970);
- ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1940, 1963, 1974);
- Чăваш АССР Министрсен Канашĕн тата КПСС обкомĕн хисеп хучĕ (1973);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль;
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. Владимир Ильич Ленин ҫыралнӑранпа 100 ҫитнине асӑнса» медаль (1970);
- СССР Культура министерствин «Лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑ (1957, 1967);
- Чăваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп кĕнеки (1957).
Астăвăм
- Шупашкарта композитор пурăннă çурт çине (24 ç., К. Маркс урамĕ) астăвăм хăмине ҫакнă.
- Шупашкарти Г. Лебедев ячӗллӗ Чăваш наци лицей-интернат ун ячӗпе пулнă (халь хупӑннӑ).
- Г. Лебедев ятне Шупашкарти урама панӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Ю. А. Илюхин, "Композиторы советской Чувашии", Шупашкар, 1978, стр. 128—137.
- Листопад Ю. Çурхи тĕнче вăраннă чух / Ю. Листопад // Ялав. – 2003. – № 4 – С. 111-113.
- Харитонов В. Тăван çĕршыв çинчен / В. Харитонов // Хатĕр пул. – 1983. – № 4 – С. 23-24.
- Герман Лебедев // Илюхин Ю. Композиторы Советской Чувашии / Ю. Илюхин. – Чебоксары, 1982. – С. 133-142.
- Илюхин Ю.А. Лебедев Герман Степанович / Ю.А. Илюхин // Краткая Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 244.
- Илюхин Ю.А. Мастер хорового письма / Ю.А Илюхин // Советская Чувашия. – 1983. – 28 апр.
- Лукин Ф. Певец земли родной / Ф. Лукин // Молодой коммунист. – 1973. – 26 апр.
- Лукин Ф. Песни его любимы народом / Ф. Лукин // Советская Чувашия. – 1963. – 11 мая.
- Харитонов В. Кто с песней по жизни шагает / В. Харитонов // Молодой коммунист. – 1963. – 28 апр.
- Ходяшев В. Герман Лебедев - солнечный композитор / В. Ходяшев // Чебоксарские новости. - 1993. – 17 нояб.