Ваçанкка Никифор Тарасович
Пурнăçĕ
1903 çулхи нарăс уйăхĕн 17 Чăваш Енри Элĕк районĕн Ураскилт ялĕнче, хресчен кил-йышӗнче çуралнă.
Никифор Ваçанкка Элĕкри пуçламăш тата икӗ сыпӑклӑ шкулта вĕреннĕ. Кайран Вăрнарти педагогика техникумĕнче, Мускаври журналистикăн институчĕнче вӗреннӗ. 1923 ҫулта Шупашкарта «Канаш» хаçат редакцинче, 1933-1934 ҫулсенче «Трактор» журналăн редакторĕ пулса, 1934 ҫултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче редактор вырăнĕнче ĕçленĕ.
1976 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Никифор Ваçанккан 10 кĕнеке ытла тухнă. Унăн «Кай, кай Ивана», «Кĕсле», «Анатран хăпарать шурă пăрахут», тата ытти сăввисем çине кĕвĕ хурса юрă тунă.
А. Пушкинăн сăввисене, «Дубровский» тата «Капитан хӗрӗ» повеҫӗсене, революции юррисене чăвашла куçарнă.
Чыславсемпе парнесем
Вуламалли
- Л. И. Ефимов. . — Элĕк.
- . — Шупашкар. — ISBN 978-5-7670-1630-3.
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
- Иванов, Н. И. Песня на все времена // Иванов, Н. И. Сердца живые звуки / Н. И. Иванов. – Чебоксары, 1989. – С. 161–163 ; то же. – Молодой коммунист. – 1983. – 17 февр.
- Иванов, И. Ветеран советской печати / И. Иванов // Совет. Чувашия. – 1973. – 17 февр.
- Терентьев, Г. Хĕвеллe пурнăç юрăçи / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 1998. – 14 нарaс.
- Хусанкай, П. Ваçанккана кам пĕлмест // Хусанкай, П. Ăсталăхпа чăнлăх / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1964. – С. 146–149.
- Юмарт, Г. Ф. Васянка Никифор Тарасович / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 289.
- Ялкир, П. «Ваçанкка вăл Ваçанкка» / П. Ялкир // Хыпар. – 1993. – 19 нарăс.
Ӑнлантарусем
- ^ Вăхăт таппи: çулсем, çынсем, сăнсем. Элӗк ен çырависем инчен Биобиблиографи указателӗ. Элĕк, 2011
- ^ [Чувашская энциклопедия, 6-мĕш том]
- ^ П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006
Каçăсем
- Никифăр Ваçанкка
- Культурное наследие Чувашии 2017 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Литературная карта Чувашии 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче архивланӑ.