Канаш (хаçат)

Канаш ятпа Хыпар хаçат та тухнă пулнă

Канаш — Чӗмпӗр облаҫӗнче тухакан чăваш хаçачĕ. Тĕп редакторĕ Николай Ларионов. Хаçачĕ кашни кӗҫнерникун тухать. Хаçат 1989 çулхи раштав уйăхĕнче никĕсленĕ. Пĕрремĕш тĕп редакторĕ 1950 çулта çуралнă В. Ф. Ромашкин.

Тиражĕ

Тиражĕ 1800 экземпляр. Статьисен чылайăшне вулакансем çыраççĕ. Чи пысăк темăсем: Чĕмпĕр облаçĕнчи пурнăç, чăваш культури, ĕç паттăрсем.

Никĕслевçĕсем

1989 çулхи раштав уйăхĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи ССКП комитечĕпе облаçăн халăх депутачĕсен канашĕ сĕннипе И. Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш пĕрлешĕвне туса хунипе хаçата никĕсленĕ. 1994 çултанпа пуçласа учредитĕлĕ облаçĕн администрацийĕ. Финансă енчен пулăшăкансем Чĕмпĕрти чăваш усламçисен Эртел пĕрлешĕвĕпе Чĕмпĕр облаçĕн администрацийĕ.

Çавăн пекех

Ӑнлантарусем