Çĕнтерӳ ялавĕ (хаçат)

Çĕнтерӳ ялавĕ (выр. Знамя победы) — Чăваш Республикинчи Муркаш районӗн хаçачĕ. Чăвашла эрнере иккĕ хут пичетленсе тухать, А3 хорматлă 6 хут енĕ. Тиражĕ 3649 экз.

Пĕрлехи хыпарсем

Йĕркелевçĕ: Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви.

Почта адресĕ: 429530 , Чăваш Республики, Муркаш районĕ, Муркаш с., Мир ур., 9.

Тĕп редакторĕ — Тихонов А. И..

Сăн ӳкерчĕксене Анатолий Белов хатĕрлет.

Хаçатра район хыпарĕсемпе пĕрлех республикăра мĕн пулса иртнине те çутатса параççĕ. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе аталанăвне, шкул хыпарĕсене, спорт çитĕнĕвĕсене, право ыйтăвĕсене, районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсене анлăн çырса кăтартаççĕ, пĕлтерӳсемпе тĕрлĕрен уяв ячĕпе саламласа çырнă çыру та пичетлеççĕ, вулакансен пултарулăхне те тимлĕх уйăраççĕ.

Кун-çулĕ

Хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ 1944 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă.

Каçăсем