Капкăн (журнал)
Капкăн | |
---|---|
«Капкăн» журналăн хуплашки | |
Специализаци: | кулăшпа сатира журналĕ |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | уйăхра икĕ хут |
Чĕлхе: | чăваш |
Тĕп редакторĕ: | Петĕр Çăлкуç |
Кăларакан (патшалăх): | журнал редакцийĕ, Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви (Чăваш Республики, РФ) |
Каларăм кун-çулĕ: | 1925 - 2017 |
Тираж: | 2000 яхăн экземпляр |
Капкăн, — «Атăл-Волга» издательство çурчĕ кăларакан периодикăлла тухса тăракан журнал[1].
Журнал тиражĕ
тиражĕ 6750 экземпляр пулнă, 1956 çулта – 13 000, 1965 çулта – 43 000, 1975 çулта 98 500 экземпляра çитнĕ. В.Яковлев-Тоймак журнала редакцилесе кăларса тăнă вăхăтра унăн тиражĕ 100 000 пин патнелле капашнă. 2008 çулхи кăрлачăн кăларăмĕн 1800 штук тиражĕпе тухнă.
Индексĕ 24608. Уйăхсерен тухать. Хакĕ ирĕклĕ. Раççей шайĕнче çырăнма май пур.
Кун-çулĕ
Пуçламăш утăмсем
1925 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăвашсен сатирăпа юмор журналĕн — «Капкăнăн» 1-мĕш номерĕ кун çути курнă. «Капкăн» – «Канаш» хаçат çумĕнче тухса тăма тытăннă. Ăна çав вăхăтра Мускава вĕренме тухса кайиччен Н. Золотов алă пусса кăларнă. Ун хыççăн журнала А. Золотов, Г. Алентей, И. Павлов-Пинер, Р. Малютин тата ыттисем йĕркелесе пынă.
1925-1940 çулсенче, редакторсем тăтăшах улшăннă пулсан та, журналăн яваплă секретарĕ Иван Мучи (Иван Иванович Илларионов) «Капкăн» тилхепине хăй аллинчен пĕр самантлăха та вĕçертмен.
Вăрçă хыççăнхи тапхăрĕ
Вăрçă хыççăн «Капкăн» журнала çĕнĕрен кăларма С. Абаш, Н. Никитин, Н. Волков тата ыттисем те çĕнелнĕ «Капкăнăн» çывăх тусĕсем пулса тăраççĕ.
1966 çулта журнал хăйĕн «Капкăн» библиотекине кăларса тăма тытăннă. Унта паллă «Капкăнçăсен» паха хайлавĕсене пичетлеме пуçланă. С. Абаш, Г. Луч, Л. Маяксем, Г. Мальцев тата ыттисен кĕнекисем те кулăша юратакансен библиотекисене самай пуянлатнă.
В.Яковлев-Тоймак журналист «Капкăн» журнала 1961-1972 çулсенче редакцилесе кăларса тăнă.
Унăн хыççăн «Капкăн» журнал редакторĕнче Ю. Михайлов, Н. Краснов ĕçленĕ. Халĕ редактор ĕçĕсене Петĕр Çăлкуç туса пырать (2008).
2010 çулта журнал 85 çул тултарнă[2].
2017 çулта журнал тухма пăрахнă.
Журнала пĕрмай çыракансем
Нимери пекех тар тăкнă журнал авторĕсем: Н. Евдокимов, М. Калай, В. Туртуш, А. Этмен... Вĕсем ял-хулара тĕл пулакан çитменлĕхсене вĕри çатма çинче ташласа сикекен пăрçа пекех сăнласа панă. Тăван çĕршыва ӳсĕм çулĕпе утма, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшассишĕн кĕрешнĕ.
Вуламалли
- Николай Петровский-Теветкел
Асăрхавсем
Каçăсем
- СОВЕТСКАЯ САТИРА 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- 24 печатных издания Чувашии - в "Золотом фонде прессы" России
«Капкăн» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
Чăвашла хаçат-журнал |
|
---|---|
Чăваш Ен, Шупашкар: Капкăн | Кил-çурт, хушма хуçалăх | Сывлăх | Çамрăксен хаçачĕ | Тантăш | Тăван Атăл | Чăваш тĕнчи | Чăваш хĕрарăмĕ | Хатĕр пул | Хресчен сасси | Хресчен сасси Кил | Хыпар | Ялав Район хаçачĕсем: Авангард | Елчĕк ен | Ĕç ялавĕ | Малалла | Канаш ен | Каçал ен | Пирĕн пурнăç | Пирĕн сăмах | Пурнăç çулĕпе | Самант | Çĕнтерӳ çулĕ | Çĕнтерӳ ялавĕ | Çĕнтерӳшĕн | Çĕрпӳ хыпарçи | Тăван ен | Хĕрлĕ ялав | Ялав | Шăмăршă хыпарĕ | Ял ĕçченĕ | Ял пурнăçĕ Туслăх | Аургазă хыпарçи | Самар облаçĕ: Самар ен |