Петĕр Ялкир

Петĕр Ялгир (паспортпа Тихонов Петр Алексеевич, (1922 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ, Çĕн Ирчемес, Етӗрне уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2006 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чăваш сăвӑҫӗ, драматургĕ, тăлмачĕ, литература тишкерӳçи.

СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1969), ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн пайташĕ[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1922 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Чăваш автономи облаҫӗн Етӗрне уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗ) Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнă, орден-медале тивĕçнĕ, майор çар хисепне çитнĕ.

Канашри педучилищĕре, Ленинград артучилищинче, Мускаври М.Горький ячĕллĕ Литинститутра, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетĕнче пĕлӳ пухнă. Хĕрлĕ Чутайри райхаçат редакцин яваплă секретарĕ, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, районти радиокалаçу редакторĕ, Вăрнарти райĕçтăвкомăн культура, парти райкомĕн пропаганда пăйĕсен ертӳçи, районти хаçат редакторĕ, Шупашкарта Чăвашрадио корреспонденчĕ тата ЧР ÇП пропаганда бюровĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

2006 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче вилнӗ, Варнар посёлокӗнче пытарнӑ[1].

Пултарулӑх

Петĕр Ялгир 50 кĕнеке кăларнă. Унăн сăввисем «Çавал çути» (1956), «Паттăрлăх кунĕсем» (1995), «Салам», «Ман ялав — чăвашлăх» (2005), юрă сăввисем «70 те 7 юрă» (1992), «Юрлас килет» (2000), шӳтпе кулăш хайлавĕсем «Шăртлă кулă» (1991), «Кун-çул куллисем», «Йӳçĕ кулă» (2005), ача-пăча сăввисем «Ӗмĕтсем пысăк» (1968), «Янăравлă шăнкăрав» (2002), «Ачасем юрлаççĕ» тата ытти кĕнекесене те кĕнĕ.

Унăн сăввисемпе композиторсем 250 ытла юрă кĕвĕленĕ. Уйрăмах «Хăмла пахчи», «Вăййă тухрĕç çамрĕксем», «Салам», «Савнă тусăм манăн иккĕ», «Хуняма» ятлисем анлă сарăлнă.

Петĕр Ялкир çырнă сăввипе П. Фёдоров композитор кӗвӗленӗ «Чечеклен, Чутай Ен» юрӑ 2003 çултан Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнӗ шутланать.

Ялкирӑн самана саманчĕсене сăнлакан ĕçĕсем те пур. «Сарăмсăр çумăр» драмăра ХХ ĕмĕрти 18-мĕш çулти ĕçсене, «Хрисан Степанов» пьесăра — 30-мĕш çулсене, «Вутлă вĕçевсем» пьесăра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вăхăтне, «Туртăм» поэмăра тата «Пурпĕрех мар» пьесăра юлашки çулсенчи ĕçсене кăтартса панă.

Çавăн пекех Петер Ялгирăн «Чăваш Литератури энциклопедийĕ» (1999) кĕнекине кăларнин ĕçĕ пысăк. 2005 çулта ку кĕнеке вырăсла «Литературный мир Чувашии» ятпа тухнă. Ку кĕнекере 600 ытла хушамат асăннă[2].

Кенекисем

  • Ялгир, П. А. Ача садӗнче: сӑвӑсем / Петр Ялгир. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1989. — 32 с. — (В детском саду).
  • Ялгир, П. А. Ӗмӗтсем пысӑк: [сӑвӑсем] / П. А. Ялгир. — Шупашкар, 1968. — 28 с.
  • Ялгир, П. А. Парти ҫулӗпе: агитаципе художество бригадин сценарийӗ / Петр Ялгир. — Шупашкар, 1971. — 22 с.
  • Ялгир, П. А. Саспалли хули: [сӑвӑсем] / Петӗр Ялгир. — Шупашкар, 1967. — 22 с.
  • Ялкир, П. А. Суйласа илнисем: сӑвӑсем, юрӑсем, поэмӑсем, пьеса, куҫарусем / Петӗр Ялкир. — Шупашкар, 2008. — 511 с., [32] л. ил. с.
  • Ялгир, П. А. Сукмак = Тропинка: сӑвӑсем: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Петр Ялгир; художникӗ М. Ю. Николаев. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2005. — 32 с.: ил.
  • Ялгир, П. А. 70 те 7 юрӑ / Петӗр Ялгир, ред. В. Сорокин. — Шупашкар, 1993. — 65 с.
  • Ялгир, П. А. Тӑван кӗтес: сӑвӑсем / П. Ялгир. — Шупашкар, 1982. — 80 с.
  • Ялгир, П. А. Халал: сӑвӑсем / П. А. Ялгир. — Шупашкар, 1979. — 17 с.
  • Ялгир, П. А. Чӑваш литератури энциклопедийӗ / Петӗр Ялгир. — Кукеҫ, 1999. — 142 с.
  • Ялгир, П. А. Литературный мир Чувашии: [сборник биографических сведений о чувашских литераторах]: справочное издание / Петр Ялгир; [предисл. В. П. Станьяла]. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2005. — 160 с[3].

Хисепӗсем

  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 2-мӗш степенӗ;
  • медальсем;
  • Чăваш АССР тава тивĕçлӗ культура ĕçченĕ (1972);
  • Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинӗ;
  • П. Хусанкай ячĕллĕ литература преми лауреачĕ (2005)[3].

Астӑвӑм

  • Вӑрнар посёлокӗнчи пӗр урама Петӗр Ялкир ятне панӑ.
  • 2007 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗн ентешлӗхӗ пуҫарнипе Петӗр Ялкир ячӗллӗ литература премине туса хунӑ, унпа ҫамрӑк литераторсене чыслаҫҫӗ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 В. Г. Родионов. Ялгир Пётр Алексеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  2. ^ И выстояли, и победили! www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Ялгир, Петр Алексеевич (писатель; 19.02.1922-15.12.2006) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Петр Ялгир: буклет. — Чебоксары, 2001. — 6 с.: фото. — (Писатели Чувашии)
  • Петĕр Ялгир: буклет. — Чебоксары, 2000. — 6 с.: фото. — (Чăваш писателĕсем)
  • Петр Ялгир: буклет. — Чебоксары, 1990. — 6 с.: фото. — (Писатели Советской Чувашии)
  • Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич // Афанасьев П. В. Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / П. В. Афанасьев. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. — С. 547—548.
  • Матвеева Г. И необъятное можно объять: лит. обзор / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2005. — 16 августа. — С.5
  • Шухăшĕпе пуян, илемĕпе чуна тыткăнлаççĕ: рецензия // Тăван Атăл. — 2005. — № 11. — C. 72
  • Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич / П.Ялгир // Ялгир П. Литературный мир Чувашии: справочное издание. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2005. — С 151—152
  • Канаш А. Альпăрт Канаш Вăрнарта / Альпăрт Канаш // Канаш А. çук, лармăп аллăма усса: сăвăсем, поэмăсем. — Шупашкар, 2003. — С. 163
  • Кузьмин П. çул çÿревçĕ сăвăç // Тантăш кĕнеки. — 2003. — № 1. — С. 2
  • Красночетайский район: люди и годы / Г. А. Атрашкин. — Чебоксары, 2002. — С. 73-74
  • Все четвре колеса // Чеб. нов. — 2002. — 15 февраля. — С. 3.
  • Иванова Л. Вунă кунлăх пуçланчĕ / Л. Иванова // Хыпар. — 2002. — нарăс 13. — С. 4
  • Тихонов Петр Алексеевич: Пĕтер Ялгир çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май // çилçунат. — 2002. — № 3. — С. 20-21
  • Фомина О. Ялкир йĕвеленĕ чăнлăх / О. Фомина // Хыпар. — 2002. — çу 7. — С. 3
  • Чепунов Р. Манса юлнă «сăпка ачисем» / Р. Чепунов // Хыпар. — 2002. — парăс 13. — С. 3
  • Ялкир мучи сакăр вуннăра та çырать // Ачапча. — 2002. — нарăс 13-19. — С. 1
  • Васильев В. Писатель сосчитал всех литераторов республики / В. Васильев // Советская Чувашия. — 2000. — 1 февр. — С. 2
  • Ялгир П. "Энциклопедии чувашской литературы у нас еще не было / П. Ялгир // Чăваш ен. — 1998. — № 34. — С. 6
  • Петĕр Ялкир // çилçунат. — 1997. — № 2. — С. 18
  • Канăçа çухатнă сăвăç // çилçунат. — 1996. — № 10. — С. 18-19
  • Ялгир П. Петĕр Ялкир: йывăр пулсан та …: автобиография / П. Ялгир // Илем. — 1995. — № 2. — С. 5
  • Ялгир Петр Алексеевич // Ильин С. П. Ассоциация композиторов ЧР. — Чебоксары, 1995. — С. 162—163
  • Юрьев М. Писатели Советской Чувашии: биобиблиогр. справ.: 4-е изд., испр. и доп. / М. Юрьев, З. Романова. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1988. — С. 404—405