Хӗрлӗ Чутай районӗ
Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).
Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элӗк районӗ, кăнтăр енче Ҫӗмӗрле районӗ вырнаçнă.
Район администрацийĕ Хӗрлӗ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн кулленхи кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.
Çутçанталăк
Район чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурҫӗр енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.
Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.
Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм нӳр ӳкет.
Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, йӗлме тĕл пулать.
Халăх йышĕ
Администрациллĕ пайлану
Район гимнĕ
Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ «Чечеклен, Чутай Ен» сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.
Паллă çыннисем
- Важоров Валерий Афанасьевич, флейтист, дирижёр, вĕрентӳçĕ, профессор.
- Данилов Анатолий Васильевич, ӳнерçĕ.
- Дмитриева Юлия Александровна, хор дирижёрĕ.
- Караттай Иван Михайлович, чăваш сăвăçĕ.
- Лебедев Василий Иванович, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Некей (Михаил Иванов), чăваш халăх кĕрешӳçи.
- Оринов Вячеслав Николаевич, театр режиссёрĕ.
- Сандомирова Венера Николаевна, ӳнерçĕ.
- Элле Николай Алексеевич, Чăваш Енре театрсене йĕркелекенĕ.
- Ялкир Пётр Алексеевич, сăвăç, тăлмач, журналист.
Çавăн пекех пăхăр
Вуламалли
| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. РУВИКИне хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |