Комсомольски районӗ
Комсомольски районĕ (Каçал тăрăхĕ выр. Комсомольский район) — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).
Чăваш Енĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ — 630,3 км2.
Район администраци вырнаçнă Комсомольски ялĕ Шупашкартан 115 çухрăмра ларать.
Тавралăхĕ
Ӳкерчĕк:Komsomolsk.png
Район картти.
Район çĕрĕ кăнтăртан çурçĕрелле, çавăн пекех хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннеле 32 çухрăма саралса выртать. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Канаш районĕ, кăнтăр енче — Патӑрьел районӗ, хĕвеланăç енче — Йӗпреҫ районӗ, хĕвелтухăç енче - Елчӗк районӗ вырнаçнă. 12 çухрăм хушши Тутарстан çĕрĕпе чикĕ тăсăлать.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çул пуçламăшĕнче районăн 54 ялĕнче пурĕпе 28,2 пин çын пурăннă. Пĕр ялта вăтамран 535 çын пурăнать. Чăвашсен йышĕ — 73%, тутарсен — 23%. Кĕтне тăрăхĕнчи хăшпĕр ялсенче (Александровски, Луцки...) малтан ытларах вырăссем пурăннă пулнă.
Кун-çулĕ
Района 1939 çулхи нарăсăн 22 туса хунă.
Çутçанталăк
- Шăхасан кӳлли
Хуçалăх
Çул-йĕр
Районти ял тăрăхĕсем
Район 12 ял тăрăхне пайланать:
- Александровка ял тăрăхĕ — Александровски сали;
- Элпуç-Çĕрпӳел ял тăрăхĕ — Чăваш Элпуç ялĕ;
- Асанкасси ял тăрăхĕ — Асанкасси ялĕ;
- Кайнлăк ял тăрăхĕ — Йăлмахва ялĕ;
- Каçал ял тăрăхĕ — Комсомольски сали;
- Аслă Çĕрпӳел тăрăхĕ — Аслă Çĕрпӳел ялĕ;
- Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ — Хирти Сĕнтĕр;
- Хырхĕрри ял тăрăхĕ — Хырхĕрри ялĕ;
- Тукай ял тăрăхĕ — Чăваш Тукай сали;
- Урмаел ял тăрăхĕ — Урмаел ялĕ
- Чичак ял тăрăхĕ — Чурачăк ялĕ;
- Шурут ял тăрăхĕ — Шурут сали;
Паллă çынсем
- Агивер Фёдор Георгиевич — чăваш прозăçи, журналист.
- Андреев Семён Иванович — тăпра тĕпчевçи.
- Антонов Константин Михайлович — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Вакку Марина Ивановна — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
- Габайдулин Геннадий Габайдулович — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Гордеев Денис Викторович — căвăçă, прозаик, журналист.
- Ильин Владислав Алексеевич — вице-адмирал.
- Кабалин Иван Андреевич — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Краснов Пётр Степанович — политика ĕçченĕ.
- Ксенофонтов Юрий Иванович — скульптор.
- Лукиянов Сергей Пантелеймонович — архитектор.
- Милли Алексей Прокопьевич — чăваш публичисчĕ, сăвăçă, этнограф.
- Немцев Виктор Леонтьевич — сăрăçă.
- Патман Николай Кириллович — чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи.
- Валери Туркай — сăвăçă.
- Таллеров Лаврентий Васильевич — чăваш çыравçи.
- Титов Гермоген Титович.
- Турхан Кузьма Сергеевич — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.
- Шемекеев Виталий Дмитриевич — сăвăç.
- Чаржов Гурий Гурьевич — сăвăç.
- Чернов Фёдор Николаевич — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Чернов Георгий Николаевич — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Ытарай Николай Васильевич — ача-пăча çыравçи.
Вуламалли
- Энциклопедия Комсомольского района = Комсомольски районӗн энциклопедийӗ / [редкол.: Г. Ф. Волков и др. ; авт.-сост. В. Я. Григорьев, Г. Н. Ксенофонтов, А. В. Григорьев]. - Чебоксары : [Новое Время], 2011 - . - 24 см. Кн. 2. - 2011. - 255 с. : ил., портр. - Библиогр.: с. 254. - 1000 экз.. - 150.00 р.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |