Гордеев Денис Викторович
Гордеев Денис Викторович (ҫур. 1938 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ, Асанкасси (Комсомольски районĕ), Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи тата Раҫҫей чăваш ҫыравçи, сăвăçи, тăлмачĕ, журналисчĕ.
СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1978). Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2000), К. Турхан ячĕллĕ премин лауреачĕ, Чăваш Республикин халăх çыравçи (2008)[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Денис Гордеев 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă.
Чăваш педагогика институтĕнче тата Чулхулари аслă парти шкулĕнче вĕренсе тухнă.
1974—1976 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, 1976—1980 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн культура уйрăмĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журнал редакцинче, Чăваш АССРĕн Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн литература консультанчĕ пулса ĕçленĕ. СССР литфончĕн чăваш уйрăмĕн директорĕ пулнă[3].
К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх академи драма театрĕнче унăн «Анаталла-тăвалла» («Пурнăç уйĕ») повеçĕпе çырнă драма лартнă[4].
Гордеев Библине чăваш чĕлхине куçаракансенчен пӗри пулнă[5].
2023 çулта Чăваш наци музейĕн Литература музейĕнче Гордеевăн 85 çулхи юбилейне халалланă «Литература — пурнăç тĕкĕрĕ» выставка иртнĕ[6].
Ӗçĕсем
Денис Гордеев ачасем валли нумай çырнă. Çавăн пекех кулăшла хайлавсем çырать.
Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Ăшă çумăр» (сăвăсем, 1975);
- «Ир такăнсан» (кулăшла калавсем, 1981);
- «Куккуклă сехет» (калавсемпе хайлавсем, 1988);
- «Акман ыраш» (1991);
- «Çурта кунĕ» (2000);
- «Çич çунатлă курак» (2002);
- «Хуп хушшинчи çылăх» (2004);
- «Пăсташ» (роман, 2005);
- «Хĕрес хывнă хĕвел» (роман, повеçсем, 2008);
- «Макумба ташши» (повеçсемпе калавсем, 2012)[7].
Ӑнлантарусем
- ^ Гордеев Денис Викторович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Гордеев Денис Викторович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Гордеев Денис Викторович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Литературно-поэтическая гостиная «Каçал енĕн мухтавлă çыннисем: Денис Гордеев, Светлана Гордеев çыравçăсем» на Яльчикской земле. gov.cap.ru (10 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Литература глазами двух поколений Гордеевых: выставка в Литературном музее. Чувашский национальный музей (16 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Литература глазами двух поколений Гордеевых: выставка в Литературном музее. Чувашский национальный музей (16 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Гордеев Денис Викторович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Станьял, В. П. Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев : пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕрленчĕкĕ / В. П. Станьял, Н. Н. Камышова. – Шупашкар : ЧПГĂИ, 2013. – 74, [1] с.
- Гордеев, Д. В. «Суяс пур-тăк, пĕттĕр пуçăм...» / Д. В. Гордеев ; [калаçаканĕ Л. Сачкова] // Тăван Ен (Шупашкар р-нĕ). – 2010. – 27 çурла – 2 авăн (№ 102-104). – С. 6.
- Гриянская, Л. Тĕлпулура – паллă çыравçă / Л. Гриянская // Каçал ен (Комсомольски р-нĕ). – 2008. – 1 пуш. – С. 3.
- Масар çинче çуралнă хайлав // Самант. – 2005. – № 9. – С. 21.
- Писателе хисепленĕ : [Денис Викторович Гордеев писателе "ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят пани çинчен] // Каçал ен (Комсомольски р-нĕ). – 2000. – 4 юпа.
- Степанова, Н. И. Д. Гордеевăн «Çурта кунĕ» кĕнекинчи калавсем / Н. И. Степанова, И. А. Петрова // Вестн. Чуваш. гос. пед. ун–та им. И. Я. Яковлева. – 2005. – № 3 (46). – С. 100–104.
- Абрамов, В. А. Гордеев Денис Викторович / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 427.
- Афанасьев, П. Гордеев Денис Викторович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 93–94.
- Гордеев, Д. Возраст предварителных итогов / Д. Гордеев ; записал В. Петров // Совет. Чувашия. – 1998. –4 июня.
- Григорьев, В. Я. Гордеев Денис Викторович / В. Я. Григорьев, Г. А. Уткин // Энциклопедия Комсомольского района. – Чебоксары, 2009. – С. 146.
- Денисова, С. Родное село встречает писателя / С. Денисова // Чăваш ен. – 1998. – 20–27 июня (№ 24). – С. 7.
- Тимуков, А. Н. Гордеев Денис Викторович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 126.
- Ялгир, П. Гордеев Денис Викторович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 28.