Давыдов-Анатри Василий Иванович

Василий Иванович Давыдов-Анатри (1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ, Первомайски (Патăрьел районĕ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2010 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, чăваш халăх сăвăçи (1990), Шупашкар хулин чыслă гражданинĕ (1993), СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1958), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1967), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1976), «Халăхсен туслăхĕ» орденĕн кавалерĕ[1][2].

Пурнăçĕ

Василий Давыдов-Анатри 1917 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Первомайски салинче (малтан Çĕрпӳ уесĕн Аслă Арапуç ялĕ) çуралнă[3].

Первомайскинчи çиччĕ çул вĕрентекен шкулта, хаçат ĕçченĕсен чăваш облаçĕн шкулĕнче, Шупашкарти вĕрентӳçсен институтĕнче пĕлӳ илнĕ. 1940–1941 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă[4].

Первомайски район хаçачĕн редакторĕ, Чăваш АССР министрсен канашĕн çумĕнчи радиоинформаци комитечĕн ертӳçин çумĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, Чăваш АССРĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕн илемлĕ литературăн пропаганда бюровĕн ертӳçин ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ[4].

2010 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ[3].

Пултарулăх ĕçĕсем

Илемлĕ литературăра — 1936 çултанпа. Композиторсем унăн сăввисемпе 600 ытла юрă, юрăпа ташă сюитисем, ораторисемпе кантатăсем, опера çырнă[5]. Унăн сăввисемпе паллă композиторсем Ф. Лукин, Г. Хирбю, В. Ходяшев, А. Токарев ĕçленĕ[5].

50 кĕнеке ытла пичетленсе тухнă, вĕсенчен 10 вырăсла.

Кĕнекисем

  • «Çамрăк ăру» (1951);
  • «Пирĕн телей» (1957);
  • «Çурхи кунсем» (1964);
  • «Пурçăн тутăр» (1972);
  • «Чеменпе Мерчен» (поэма);
  • «Парень из Шоршел» (поэма, Андриян Николаев космонавт çинчен);
  • «Юррăмсем-çунатăмсем» (1997);
  • «Пĕчĕк туссем»;
  • «Чĕре хушнипе»;
  • «Илемпи»;
  • «Телейлĕ туслăх»;
  • «Шурăмпуç хăпарсан»[3][4].

Хисепĕсем

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1967)[4];
  • РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1976)[4];
  • Чăваш АССР халăх поэчӗ (1990)[4];
  • Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинĕ (1993)[4];
  • Халăхсен туслăхĕн орденĕ (1987)[6];
  • Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ[6].

Астӑвӑм

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи пӗр библиотекӑна Давыдов-Анатри ятне панӑ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Давыдов-Анатри Василий Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Давыдов-Анатри Василий Иванович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Давыдов-Анатри Василий Иванович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Давыдов-Анатри Василий Иванович. Госархив современной истории Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Давыдов-Анатри В.И.: Песни мои. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Давыдов-Анатри Василий Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  7. ^ Библиотека им. В. Давыдова-Анатри (выр.). ncheb.bibliochuvashia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Афанасьев, П. Давыдов-Анатри Василий Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии. — Чебоксары, 2006. — С. 102-104.
  • Давыдов-Анатри Василий Иванович // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 61.
  • Мефодьев, А. И. Улып песенной поэзии // Писатели / редкол.: С. А. Гапликов [и др.]. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2008. — С. 105-116.
  • Трофимов, Г. Ф. Давыдов-Анатри Василий Иванович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 138.
  • Юмарт, Г. Ф. Давыдов-Анатри Василий Иванович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 479.
  • Ялгир, П. Давыдов-Анатри Василий Иванович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 29-30.

Темӑпа ҫыхӑннисем