Первомайски (Патăрьел районĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Первомайски
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Аслă Арапуç
Пуçлăх Секретов Владимир Алексеевич
Малтанхи ятсем Аслă Арапуç
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429364
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 850 001
Официаллă сайчĕ каçă

Первомайски, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен Аслă Арапуç ятлă пулнă. Пăла юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.

Ялта аптека пур.

Истори

Яла никĕслекенĕсем халĕ Вăрмар районне кĕрекен Арапуç ялĕнчен пулнă. Яла XVI ӗмӗрĕн вĕçĕнче-XVII ӗмӗр пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Яла никĕсленĕ вăхăтра ку тăрăхра Именкасси, Тикеш, Нӑрваш Шӑхаль, Тури Чакă, Пăлапуç Пашьел, Пӳртлĕ ялĕсем ларнă.

Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чӗмпӗр кӗпӗрнин астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 111 килте 333 арçын, 346 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулхи перепись тăрăх вара кунта 248 килте 728 арçын, 709 хĕрарăм пурăннă. Хут пĕлекенсен кил-йышсен шучĕ 62 пулнă.

Турхан вулăсне кĕнĕ.

Мăн Патăръел районне кĕнĕ. Турхан районне кĕнĕ. Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ялта аптекăна 1937 çулта уçнă. 1937-1959 çулсенче район аптеки пулнă, каярахпа участок аптеки пулса тăнă.

Аптека пульницăна, фельдшер-аккушер пункчĕсене эмелсемпе тивĕçтерет.

Экономика

Аслă Арапуç райпромкомбиначĕ — комбинат. Упус завочĕ çинче никĕсленĕ пулнă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вăхăтĕнче фронта туртаракан лашасем валли çунасемпе урапасем ăсатнă.

Каярахпа 4 цех йĕркеленĕ пулнă: упус, йывăç касакан, кирпĕч, рогожтĕрлекен цехсем.

Шăхач йывăç комбинатне куçарнă.

Паллă ентешсем

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Каçăсем

Ӑнлантарусем