Тикеш (Патӑрьел районӗ)

Тикаш -Патăрьел районĕнчи ял. Пăлан сылтăм çыранĕнче, Патӑрьел - Аслă Арапуç çул çинче вырнаçнă. Ялта клуб, фельдшер пункчĕ пур.

Истори

Ялпа юнашар 2 га лаптăкра ĕлĕххи хула вырăнĕ пур [2].

1616/1617 çулта Сĕве хулинчи ясак приход кĕнекисенче асăннă. Унта Хальхи Вӑрмар районӗнчи Тикаш ялĕнчи чăвашсене (Юлгача Бетешев, Куттеш Избяковпа юлташĕсем) Пăлапа Хирсирма юханшывăсем хушшинче çĕр уйăрса панине çырнă. 1618/1619 çулсенчи кĕнекере тата Терюша Тенеметева асăннă. 1859 çулта ялта 24 кил, 94 арçын, 107 хĕрарăм. 1910 çулта - 63 кил, 342 çын. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[3].

Паллӑ ҫыннисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ^ Чăваш хулашĕсем
  3. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2014 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче архивланӑ.

Вуламалли

  • А.П.Смирнов «Волжские булгары», Москва,1951.

Паллă çынсем

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем