Анат Туҫа
Ял-хула | |||||
Анат Туçа | |||||
---|---|---|---|---|---|
|
|||||
55°04′20″ с. ш. 47°49′10″ в. д.GЯO | |||||
Патшалӑх |
![]() |
||||
Федераци субъекчӗ | Чăваш Ен | ||||
Муниципаллă район | Патăрьел | ||||
Ял тăрăхĕ | Туçа | ||||
Пуҫлӑх | Перепелкин Николай Алексеевич | ||||
Историпе географи | |||||
Никӗсленӗ | 1642 | ||||
Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3:00 | ||||
Халӑх йышӗ | |||||
Халӑх йышӗ | 695 ҫын (2010[1]) | ||||
Национальноҫсем | чăвашсем | ||||
Конфессисем | православсем | ||||
Цифра идентификаторӗсем | |||||
Телефон кочӗ | +7 83532 | ||||
Почта индексӗ | 429354 | ||||
ОКТМО кочӗ | 97607470131 | ||||
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) | 207 870 007 97 207 870 007 | ||||
Номер в ГКГН | 0141410 | ||||
|
|||||
gov.cap.ru/main.asp?govid=306 | |||||
|
1642
Анат Туçа (вырăс. Старые Тойси), — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял.
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ вырнаçнă.
Истори
1620 çулта Атӑлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кӑшмас ялĕнчен куçса килнĕ çынсем ял никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă. Пурĕ 11 кил-йыш куçса килнĕ. Анчах та каярах пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайнă хыççăн 5 кил-йыш аяларах анса çĕнĕ вырăна куçнă. Ку выранта вара Анат Туçа пулса ларнă. Шăпах çак вăхăтран пуçланать те ĕнтĕ ялăн историйĕ. Ун умĕн пулса иртнĕ пулăмсене умистори теме пулать. Паллах, асăннă хыпарсем пурте тĕрĕс пулсан.
Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем, ытти йышсемпе тăванлашнă май, паллах чăвашланса кайнă; халĕ вĕсен тăхăмĕсем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].
Электростанци
Анат Туçара колхоз электростанцине 1947-мĕш çулта, ноябрьте, йĕркелесе янă[3]. Йĕркеле яракансем — Торговцев Сергей Дмитриевич (1898-?) тата Кошкин Павел Леонтьевич. Электростанцийĕн хăвачĕ — 35кВт.
Паллă çынсем
- Долгов Михаил Герасимович, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
- Кузнецов Павел Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Перепелкин Илларион Евдокимович, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ.
- Пласкин Геннадий Александрович, чăваш драматургĕ, çыравçи.
- Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ.
- Козлов Владимир Львович, - паллă тухтăр, ăславçă [4].
- Торговцев Александр Вячеславович, юрисконсульт.
Вуламалли
- Дубров Г., Перепёлкин Ю. «Вĕсем — путене таврашĕ». — Кÿкеç, 2002. — 68 с. (Анат Туçари Путене йăхĕн (Перепёлкинсем) йăх-несĕлне тĕпченĕ, нумай çынни пирки каласа панă. Кусемсĕр пуçне кĕнекере Анат Туçан нумай вырăнĕ, шыв-шурĕ, топонимики пирки пĕлме пулать, ялăн кассисенĕн ячĕсене палăртнă карттă пур. )
- Перепелкин, Ю. А. Из глубины веков / Ю. А. Перепелкин (Путене Юркка). - Старые Тойси, 2021. - 82 с. : ил., фот., портр., карты ; 20 см. - Текст рус., чуваш. - Библиогр.: с. 81 (5 назв.). - На обл.: Батыревский район, Старые Тойси. - 100 экз. - [2021-0203]
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Патăрьел энциклопедийĕ, 2-мĕш том. Шупашкар, 2010. — с.257.
- ^ Козлов çинчен Туçа ял тăрăхĕн сайчĕ çинче
Патӑрьел районӗн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Сĕнтĕр • Анат Туҫа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нӑрваш Шӑхаль • Пăлакасси • Пӑлапуҫ Нурӑс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патӑрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Сĕнтĕр • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шӑнкӑртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |