Зайцев Алексей Степанович

 

Алексей Степанович Зайцев (14.2.1934, Анат Туçа – 31.10.2002, Свердловск облаçĕнчи Невьян районĕнчи Калиново ) — ССРП патшалăх премин лауреачĕ, Таджикистанти хими савучĕн директорĕ (1973-1983).

Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Алексей 1934 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Туҫа ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи юпан 31 вилнĕ.

1957 çулта Хусанти хими технологи институтне пĕтернĕ. 1957-1959 çулсенче Анат Тагилти химзаводра производство асти, 1959-1961- комсомол комитечĕн секретарĕ, 1961-1967- технолиги цехĕн пуçлăхĕн çумĕ. Çак заводра вăл 60 ытла рационализаци сĕнĕве тунă, 40 ытла производствăна кĕртнĕ.

1967-1973 – Киселевскри „Знамя“ заводăн тĕп инженерĕ; 1973-1983- Исфаритнти хими завочĕн директорĕ.

Чыслани

  • Хисеп палли орден (1977)
  • ССРП патшалăх премийĕ (çĕнĕ йышши ăслăх япалисене шутласа кăларса ĕçе кĕртнĕшĕн)

Çав. пекех

Вуламалли

  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005, 376 с.

Каçăсем