Патӑрьел районӗ

Патăрьел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ.

Патăрьел районĕн вырăнĕ сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патӑрьел ялĕнче вырнаçнă.

undefined

Кунçулĕ

Патӑрьел районӗ 1927 ҫулта Авӑнӑн 5-мӗшӗнче никӗсленӗ. 1939-1958 ҫулсем хушшинче Чкалов районӗ ятлӑччӗ.

Çутçанталăк

Чĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Сăрçум çутçанталăк усравĕн пайçĕрĕ вырнаçнă.

Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем. Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем.[4].

Шыв ресурсĕсем

Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.

Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр [5].

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патӑрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, ирçесем, украинсем пурăнаççĕ.

Районта пĕтĕмпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.

Тĕн

Патăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур[6].

Паллă ентешсем

Вуламалли

  • И. М. Матросов, С. Я. Карягин, А. И. Мефодьев. . — Шуп..

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем