Алманчă ял тăрăхĕ
| ял тăрăхĕ | |
| Алманчă ял тăрăхĕ | |
|---|---|
| Патшалӑх |
|
| Кӗрет | Патӑрьел районӗ |
| Адм. центрӗ | Алманчă сали |
| Историйӗпе географийӗ | |
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3 |
|
|
|
| Официаллӑ сайт | |
| Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчӗксене тата капăрлатусене РУВИКИ йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Алманчă ял тăрăхĕ — Чăваш Республикинчи Патӑрьел районӗн ял тăрăхĕ.
Администраци адресĕ: Алманчă ялĕ , Тĕп урам.
Телефон: +783532 6-70-39
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Фомин Георгий Михайлович.
Тавралăхĕ
Ял тăрăхĕ районăн кăнтăр хĕвеланăç пайĕнче вырнаçнă. Ялтан кăнтăрарах вăрман ӳсет. Тăпри хăйăрлă пулнăран нумайрах хырсем ӳсеççĕ. Унсăр пуçне хурăн, юман, ăвăс, чăрăщвырнаçнă лаптăксем пур. Тĕллĕн-тĕллĕн уртăш, кăпчанкă, йыт çĕмĕрчĕ, пилеш, çăка тĕл пулать. Кăвакарчăн куçĕ, сăмала курăкĕ, кушак курăкĕ, çеçпĕл, сарă чапăл курăкĕ тупма пулать. Айлăмрах вырăнсенче мăк ӳсет.
Вăрманта хура çырла, çĕр çырли, кĕтмел, пĕрлĕхен тупма пулать. Упа сарри анлă сарăлнă. Вăрманта кайăксем нумай. Вăрманпа ял хушшинчи çерем çинче чĕп курăкĕ, кукша пуç, чавка пуç, шăнăр курăкĕ ӳсет. Вырăнĕ-вырăнĕпе кикен, вĕлтĕрен, хупах, шурут, тĕрлĕ йышши пиçен тĕл пулать. Вăрман хĕррипе асфальт çул иртсе каять. Ун хĕррине хурăнсемпе йăмрасем лартнă. Шăнкăртам юханшывĕ урлă ял патĕнче икĕ тимĕр-бетон кĕпер хывнă. Ял патĕнче çырмана пĕвеленĕ, тата ун урлă çакăнса тăракан кĕпер тунă. Юханшывра уланкăсем, карпсем, çăрттансем тĕл пулаççĕ. Ял тăрăхĕн çурçĕр-хĕвеланăç чикки Пӳле юханшывĕ тăрăх пырать. Ун урлă тунă пĕвĕ тăрăх асфальтлă çул Яманчурелти акшар карьерĕ патне каять. Ялтан çурçĕререх хура çĕрлĕ хир тăсăлать.
Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ
Халăх йышĕ — 1025 çын.
Ялсем
Ял тăрăхĕ Алманчă ялĕнчен тăрать. Пĕтĕм урамсене асфальт хунă.
Кун-çулĕ
Организацисем
- Алманчă вăтам шкулĕ;
- Ленин ячĕллĕ агрофирма;
- ял вулавăшĕ;
- культура çурчĕ;
- фельдшер пункчĕ;
- халăх музейĕ;
- чиркӳ 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.;
- почта;
- перекет банкĕн 4440/023 уйрăмĕ;
- шур арман;
- лавкасем пур.
Ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданĕсем
- Васильев Василий Иванович
- Илларионов Владимир Васильевич
- Тенюшев Иван Яковлевич
- Хитров Алексей Григорьевич
Бюджет
Асăрхатарусем
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |