Алманчă вăтам шкулĕ

Алманчă вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи Алманчă ялĕнче вырнаçнă вăтам шкул. Шкула Красномайск, Ксыл-Чишма, Çĕнĕ Чаткас (аслă классене) ачисем вĕренме çӳреççĕ. Шкултан 5 ăсчах, 3 спорт мастерĕ вĕренсе тухнă. 27 çын тава тивĕçлĕ ĕçчен ятне тивĕçнĕ.

Уй урлă ялсенче пурăнан ачасене шкула автобуспа илсе килеççĕ.

Истори

Шкула 1889 çулта уçнă[1]. Пӑва уесӗн земство журналĕнче вара урăхларах вăхăта - 1886 çул патнелле - кăтартнă. Шкула уçма Яковлев И.Я. пулăшнă [2] 1922 çулта пуçламăш шкулне уçнă. Çĕнĕрен уçăлнă хута вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Терентий Мартынов пулнă.

1954 çултанпа вăтам шкул.

Шкулăн хальхи çуртне 1975 çулта хута кĕртнĕ. 2009-мĕш çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче тăвăлпа шкул тăррине йăтса кайнă. 2015-мĕш çултан Алманчăри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкул.

Паллă çынсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ [«Статистическое описание соборов, монастырей, приходских и домовых церквей Симбирской епархии» (1900)]
  2. ^ Яковлев И.Я. . — Мускав: Республика. — С. 288. — 696 с. — 5000 экз. — ISBN 5-85438-024-2.

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.