Кун-çулĕ
1930 çулхи авăнăн 17-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Чăваш педагогика институтне пĕтĕрнĕ (1956), кайран аспирантура пĕтернĕ.
Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслĕ вĕрентекен (1961-1964), политэкономи кафедрин доценчĕ (1964-1967). Чăваш патшалăх университетĕнче доцент тата халăх хуçалăхĕн экономики кафедрин ертӳçи (1967-1969), экономика факультечĕн деканĕ (1968-1978), экономика анализĕпе производство тухăçлăхĕ кафедрин ертӳçи.
Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ (1983-1984).
1984 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ.
Çавăн пекех пăхăр
- Ахмеев Василий Николаевичăн пиччĕшĕ.
Ĕçĕсем
100 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă.
Чыславсемпе парнесем
- Чăваш АССРĕн ăслăлăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1978).
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Батыревская энциклопедия. – Шупашкар, 2005. – С. 27.
- Чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 160.