Истори

Ку ялпа çывăх хулашсем вырнаçнине асра тытсан ку вырăнта малтан болгарсем пурăнни çинчен калама пулать. Еншик патĕнче те улăп тăпри пур.

1805 çулта Пӑва уесӗнчи çĕрсене тĕпрен уйăрма пуçличчен Еншикре 64 кил пулнă. Ял ятне шута илсен, пуçарса яраканĕсем Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллă, е Тăвай районĕнчи Енӗш Нӑрваш ялĕсенчен пулнă пуль теме пулать.

1911 çулхи Чĕмпĕр кĕпернийĕнчи кашни киле çырса илнĕ чухне ялта 148 кил, пурăнакансен йышĕ 900 çын патнелле пулнă.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Патаръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне кĕнĕ. 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].

Паллă çыннисем

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.

.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем