Анат Тăрмăш
Анат Тăрмăш , — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. Хальхи вăхăтра Çăл Атăк ялĕпе пĕрлешсех кайнă. Ялта шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер пункчĕ.
Истори
Яла Сӗнтӗрвӑрри районӗнчинчи Мукрукасси ялĕ хресченсем никĕсленĕ [2]. 1868 çулта ялта 47 кил пулнă, вĕсенче 128 арçынпа 139 хĕрарăм пурăннă. 1911-мĕш çулта 87 кил, 258 арçын, 236 хĕрарăм. 19 килйышра çыру пĕлĕкен çын пулнă.[3] 1920 çулхи утă уйăхĕн 30 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулченПатăръел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
Паллă çынсем
- Ильметов Вениамин Иванович - кĕвĕçĕ.
Çавăн пекех
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ В.Д.Дмитриев. Чувашия в эпоху феодализма. с.308.
- ^ Батыревская энциклопедия. с.152.