Вăтаел (Патăрьел районĕ)
Вăтаел, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. Патăрьелтен 7 çухрăмра вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта фельдшер пункчĕ, вулавăш пур. Кунтах "Родник"ял хуçалăх фирми вырнаçнă.
Кунçул
1642-мĕш çулта хальхи Тӑвай районӗнчи Вăтаел (Тăвай районĕ) ялĕн çыннисем "Кив çурт вырăнĕнче" никĕсленĕ. Каярахпа урăх вырăна куçнă.
Вăтаел ял çыннисене 1742-мĕш çулта вăйпа тĕне кĕртнĕ. Патшалăх хресченĕсенчен удела куçарсан чи лайăх çĕрсепмсĕр тăрса юлнă.
1868 çулта ялта 60 кил пулнă. 151 арçын, 157 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пăва уесне, кайран вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Чăваш Енĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Çак тапхăрти ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа хальхи вăхăта çити Патăръел районне кĕрет[2].
Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем
- Сабаева Анна Илларионовна (1918-27.12.1952), 1942-1947-мĕш çулсенче Тури Туçа шкулĕнче завуч, 1947-1952-мĕш çулсенче унтах директор пулнă.
- Сорокин Валерий Трофимович — "Хыпар" хаçатра тата "Тăван Ен" хаçатра (Шупашкар районӗ) ĕçленĕ журналист.
- Сорокин Владимир Степанович (1929-2007) — РСФСР тава тивĕçлĕ çурттăвăмçи (1966)[3].
- Козлов Василий Владимирович — Раççей Федерайийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентÿ хисеплĕ ĕçлевçи, чикĕçĕсен çарти виçĕ енлĕн ăмăртасси енĕпе СССР спорт маçтăрĕ, Патӑрьел районӗнчи паллă волейболçă[4].
- Кадкин Иван Алексеевич (1955-2010), юрист[5], патшалăх тата Конституцилле тивĕç-ирĕк енĕпе специалист, Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
- Шайкин Ванифатий Васильевич (1962 çур.) — Шупашкарти юханшыв порчĕн пуçлăхĕ (гендиректорĕ)[6].
Вуламалли
- Валентина Яковлева, «Пăла шывĕ хĕрринче», 2011.
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Н.Б. Малясова. Сорокин Владимир Степанович — Электронла чăваш энциклопедийĕ.
- ^ А. Егорова. [Кăтартуллă пограничник, спортсмен, педагог-ветеран.] — Авангард, çу, 26, 2020. — с.3.
- ^ Кадкин, И. Наци патшалҭхӗ / И. Кадкин // Хыпар. - 1996. - 28 ҫу.
- ^ Юханшыв порчӗн гендиректорӗ тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнӗ
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |