Кĕçĕн Арапуç


Кĕçĕн Арапуç - Патăръел районĕнчи ял. Пăлан сулахай çырнĕнче вырнаçнă.

Тавралăх

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 423 çын, çав шутра 218 арçын, 205 хĕрарăм пурăннă[2].

Кунçул

Яла Лакшикпе ун кил-йышĕ никăсленĕ тесе калаççĕ. Малтан ял Шурут юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă пулнă.Ял çунса кайнă хыççăн хальхи Октябрь урамĕ вырăнне куçса çуртсем лартнă. 1747 çулта христиан тăнне йышăннă. 1859 çулта ялта 22 кил пулнă, унта 136 арçынпа 135 хĕрарăм пурăннă. 1897 çулта ялта 74 кил, вĕсенче 202 арçын, 204 хăрарăм. 1913 çулта ялта 96 кил, 254 арçын, 257 хĕрарăм.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн ПЕрвомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.[3]

Экономика

Паллă ентешсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем( ӗҫлемен каҫӑ)

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем