Бородкин Иван Сергеевич

Пурнӑҫӗ

1910 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи пионер тата комсомол организицийӗсене пуҫаракансенчен пӗри пулнă. Сӗнтӗрвӑрринчи техникумра пӗлӳ илнӗ[1].

Рабочисемпе хресченсен хӗрлӗ ҫарне 1931 ҫулта тӑнӑ[2].

1937 ҫулта командирсем хатӗрлекен пӗр çул вӗренмелли курссене вӗренме кӗнӗ. Кайран Ленинградри çар çыхăну электротехника академийӗнче вӗреннӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вăхăтĕнче Кăнтăр фронтри 18-мĕш çарта хӗсметре тăнă. Вăрçă вӗҫлениччен 90-мӗш уйрӑм артиллери дивизионне ертсе пынă.

Ленинградра пурӑннӑ[1].

Хисепӗсем

Иван Сергеевич ҫак медальсемпе орденсене тивӗҫнӗ[2]:

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 В.Я. Григорьев, Г.Н. Ксенофонтов. Батыревская энциклопедия. Том 1 : Бородкин Иван Сергеевич (выр.). Энциклопедии Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Бородкин Иван Сергеевич (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005. с.44.