Пăла (юханшыв)
Тавралăхĕ
Чăваш Енĕн Йӗпреҫ районӗнчи Çăкалăх ялĕнче пуçланать те Патарьелпе Елчĕк районĕсем тăрăх юхса Тутарстанра Сĕве юханшывне юхса кĕреть. Юханшыв тăршшĕ 127,7 çухрăм, Чăваш Енре 92 çухрăм. Бассейн лаптăкĕ 1587 км2, Чăваш Енре — 1320 км2.
Пăлана юхса кĕрекен пĕчĕк юханшывсен шучĕ вăтăртан та иртет, чи пысăкки — Кĕçĕн Пăла; ытти юпписем: Юхма, Кепе, Ыхра Çырми, Çăкал, Пайпарăс, Тимĕрле, Çирĕклĕ.
Пăла çумĕнчи ялсем
- Патӑрьел
- Тăрăн (Патăръел районĕ)
- Ишлĕ Шетмĕ
- Аслă Арапуç
- Кĕçĕн Арапуç
- Именкасси (Патăръел районĕ)
- Тикеш (Патăръел районĕ)
- Еншик
- Йăлăм Патăръел
- Шӑнкӑртам
- Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)
- Сител
- Пăлапуç Пашъел
- Пăлаçи Атăк
- Анат Чакă
- Тури Туçа
- Анат Туҫа
- Çĕнĕ Ахпӳрт
- Пăлакасси
- Вăтаел (Патăрьел районĕ)
- Кивĕ Катек
- Кĕçĕн Шăнкăртам
- Аслă Пăла Тимеш
- Кавал (Елчĕк районĕ)
- Исампаел
- Элекçей Тимеш
Ульяновск — Зелёный Дол станцисем хушшинче Пăла урлă чукун çул кĕперĕ хывнă.
Раççей патшалăх реестăринчи данныйсем[3]:
- Раççей патшалăх реестăринчи кочĕ — 08010400612112100002621
- гидрологи тĕпченипе кочĕ (ГИ) — 112100262
- бассейн кочĕ — 08.01.04.006
- ГИпе том номерĕ — 12
- ГИпе кăларăм — 1
Асăрхавсем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.
- ^ «Центральный реестр России Государственного водного кадастра и Гидротехнических сооружений.».
- ^ водный реестр РФ